Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тумхахлă кун-çул сукмакĕпе

05 февраля 2007 г.

Каçран тухнă çиллĕ çанталăк пĕр шелсĕр алăк сашулккисене, пÿрт-хуралтă тăрринчи калайсене шалтăртаттарчĕ те шалтăртаттарчĕ. Юр çуманран урамра тискерлĕх хуçаланать. Пĕлĕтре çăлтăрсем çукки те тĕттĕмлĕхе уçăмлатаймасть. Иртерех пуçне минтер çине хунă М.Каруева ниепле те çывăрса каяймарĕ. Ыйхă вĕçнĕ майăн шухăш авăрне путрĕ вăл. Аса илÿсем пĕрин хыççăн тепри куç умне тухса тăчĕç. Хăй тумхахлă кун-çул сукмакĕпе утнине тепĕр хут çирĕплетрĕ хĕрарăм.

Алманчă хĕрĕ пулнă Марье аппа. Кăçалхи кăшарнинче вăл 70 тултарчĕ. Кун-çулĕ çăмăлпа иртмест унăн. Самана сакки чăваш хĕрарăмĕшĕн çемçе пулмарĕ, пурнăçĕ сăпкара сиктермерĕ. Пĕччен ÿсрĕ вăл. Çар ретĕнчен таврăннă ашшĕ вырăнлă çĕртех ĕçлетчĕ. Хуçалăх ертÿçине кÿлĕннĕччĕ. Анчах хаяр вăрçă çемье ĕмĕтне татрĕ. Петр Николаевичăн алла хĕç-пăшал тытма тиврĕ. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех вăл мăшăрĕпе, хĕрĕпе, ял йышпа сывпуллашса Канаш вокзалне çитрĕ. Шăпа каялла таврăнма пÿрмен пулĕ çав. Çемье салтак хыпарсăр çухалнă текен хурав çеç илчĕ. Вăрçă чарăнсан та кĕтрĕç тăван киле Петр Николаевича. Кăлăхах пулчĕ. Шыраттару хучĕсем те уçăмсăр хуравпа килчĕç. Юрать юлашкинчен Мускав йĕрлевçисем сас пачĕç. П.Каруев хула çывăхĕнче вилнине пĕлтерчĕç.

Ашшĕ ăшшине туйман, ун чĕрки çинче сикеймен хĕрне амăшĕ йĕркеллех пăхса ÿстерчĕ. Мария Петровна хăй те нăйкăшса тăмарĕ. Çичĕ класс вĕреннĕ хыççăн фермăна кайрĕ. Малтан пăру пăхма вырнаçрĕ. Çамрăк выльăхсене шеллесе витерех çĕр каçни те пулнă. Ĕç условийĕсем тивĕçтерместчĕç ун чухне. Хĕллехи çанталăкра ĕнесем тăракан вырăнта ирхинеччен шыв та, тислĕк те шăнатчĕ. Каярахпа М.Каруева пысăкрах ушкăнри пăрусем патне куçрĕ. Унтан дояркăна вырнаçрĕ.

Ĕçчен çынна ял савать теççĕ. Мария Петровнăна икĕ кас урлă пурăнакан Георги куç хыврĕ. 19-тах пĕрлешсе туй турĕç вĕсем. 7 çулта тăватă юрату çимĕçĕ çуралчĕ. Çут тĕнчене малтан Володя килчĕ. Сăмах май çакна та çырса хăвармалла. Тĕпре пурăнать халĕ вăл. Амăшĕпе. Сусăрланни ĕмĕтне татрĕ унăнне. Тракторист-машинист удостоверенийĕсене илнĕскер, хăйĕн специальноçĕпе вăй хураймасть. Çурăм шăмми сиенленни йывăр ĕçе кÿлĕнме ирĕк памасть ăна.

Ир такăнни каçчен теççĕ. Мария Петровнăн çемьеллĕ пурнăçне те ăмсанмалăх çук. Шăпа пÿрнипе ĕмĕр ĕмĕрлеймен вăл. Мăшăрĕнчен 31 çултах тăлăха юлнă. Ачисене пĕчченех пăхса ÿстерме тивнĕ. Зоя, Юрий, Валери пурнăç çулĕ çине тăнă, çемьеллĕ пулса çунат хушнă, хăйсен çурт-йĕрĕпе пурăнаççĕ. Мăнуксем те пур халĕ М.Каруевăн. Анат Туçана качча тухнă хĕрĕ Самар облаçĕнче пурăнать. Виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ Заплаткинсем. Пĕри авланнă, ăрăва тăсаканĕ те пур. Шупашкарта пурăнакан Юрийăн те икĕ ывăл. Валерий яла тĕпленнĕ. Амăшĕ ăна çурт-йĕрлĕ туса уйăрса кăларнă. Виçĕ хĕрĕ кукамăшĕ патне тăтăш çÿреççĕ. Ирина вара Шупашкара вĕренме каиччен кунтах пурăнатчĕ. Ватă çынна пÿрт-çурта тасатса, тирпейлесе пани те темрен паха.

Эх, пурнăç. Çĕр тĕрлĕ пăрăнăç вĕт санăн. Çамрăкранах ĕçе кÿлĕннĕ хĕрарăмăн нăйкăшса ларма вăхăчĕ те пулмарĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ Сăкăтран 400 тенкĕлле илнĕ мунча пек çурта уйрăлса тухнăччĕ вĕсем. Çемье хушăннăçемĕн вăл тăкăсланчĕ. Унтан пысăкраххине лартрĕç. Çакă та тивĕçтереймерĕ. Икĕ ывăлĕ салтакра чухне мăшăрсăр юлнăскер кирпĕчрен хушма çурт купалаттарчĕ.

Вăрмантан йывăç кăларттарса пура пуралаттарни те асĕнчен тухманччĕ. Çынран япăх пурăнас мар тесе çуртне 17 метр тăршшĕ тăсрĕç. Ĕçрен юлма шутламан. Колхозран Канаша удобрени тиеме яратчĕç. Командировкăшăн паракан укçипе платниксене çитерме апат-çимĕç илсе килетчĕ. Халĕ пурнăçĕ те çитет темелле. Анчах сывлăхĕ япăхланчĕ. Шывра та путман, вутра та çунман чăваш хĕрарăмне пĕччен пурнăç самаях хавшатрĕ. Чăх-чĕппе хур-кăвакалтан пысăкрах выльăх тытаймаççĕ килте. Уншăн та пăшăрханмасть. Ачисемпе мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе киленсе пурăннишĕн те Турра тав тăвать. Иртеççĕ çав кунсем, çулсем. Утса-чупса çÿренĕ чухне çеç шухăшсăр вĕсем.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика