Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

31 января 2007 г.

о Хăй тытăмлăх

 

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

 

Райадминистрацинче иртнĕ район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвне депутатсем, район пуçлăхĕ. Кириллов, унăн заместителĕсем, район администрацийĕн пайĕсемпе секторĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Ларăва район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Г.Тимофеев уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ.

Депутатсем кăçал пĕрремĕш хут пуçтарăнчĕç, çавăнпа та вĕсем 2007 çулхи плана çирĕплетрĕç, граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнмалли графика палăртрĕç. Вăл кашни уйăхăн виççĕмĕш юнкунĕнче 9 сехетрен пуçласа 12 сехетчен пулĕ. Ларура çавăн пекех район депутачĕсен Пухăвĕн ревизи комиссийĕн составне çирĕплетрĕç.

Ятарлă пурăнмалли çурт-йĕр памалли тата сахал тупăшлă çемьесене çурт-йĕр илессипе черете тăратмалли, çавăн пекех строительство ĕçĕпе çыхăнман çĕр участокĕсене уйăрмалли, муниципаллă харпăрлăхри çĕршĕн аренда укçине тÿлемелли, район территорийĕнчи уйрăмах сыхламалли вырăнсене упрамалли йĕркесемпе тата ытти хăш-пĕр ыйтусемпе райадминистрацин юридици службин секторĕн заведующийĕ Л.Степанов паллаштарчĕ.

Районăн муниципаллă куçман пурлăхне Кивĕ Вăрмар тата Энтрияль ял тăрăхĕсене парасси пирки райадминистрацин экономикăпа муниципаллă пурлăх управленийĕн пайĕн начальникĕ Н.Краснова тухса калаçрĕ.

Пухура çавăн пекех тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç, тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.

Юлашкинчен район пуçлăхĕ В.Кириллов пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ.

 

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика