Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье сывлăхĕ - наци сывлăхĕ

27 января 2007 г.

о Наци проектне – пурнăçа

 

Çемье сывлăхĕ - наци сывлăхĕ

 

Пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсенче палăртнă нумай мероприяти пирĕн районта та темиçе çул ăнăçлă пурнăçланса пырать. Акă вĕсенчен пĕри - «Сывлăх» наци проектне илер-ха. Юлашки çулсенче ятарлă медицина центрĕсем уçас, ялти медицина системине çĕнетес енĕпе тунă ĕçсем сывлăх сыхлавĕнче курăмлă кăтартусем кÿчĕç.

Çемье медицинин службине ĕçе кĕртнĕ май çынсене кÿрекен амбулатори пулăшăвĕн калăпăшĕ палăрмаллах ÿсрĕ, врачсен паха пулăшăвĕ ялсенче пурăнакансем тата ĕçлекенсем патне май пур таран çывхарчĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн районта çемье врачĕн офисĕ 4 ĕçлет. Вĕсенчи медицина ĕçченĕсем халăх сывлăхне тимлеççĕ. Çакă ялта пурăнакансемшĕн уйрăмах вырăнлă, мĕншĕн тесен çак çĕнĕ тытăма пурнăçа кĕртнĕ хыççăн вĕсем хăйсем пурăнакан, ĕçлекен вырăнтах, вăхăтне тата укçи-тенкине перекетлесе врачăн паха пулăшăвне илме пултараççĕ. «Пĕтĕмĕшле практика врачĕ» программăпа килĕшÿллĕн тата тепĕр 2 врач вĕренеççĕ. Халĕ фельдшерпа акушер пункчĕсенче пĕтĕмĕшле медицина ĕçченĕсем - 40, васкавлă медицина пулăшăвĕнче 11 çын вăй хурать.

«Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕрсе пыракан çурату сертификачĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иртнĕ çул 20 сертификат хатĕрленĕ. Вĕсенчен пĕрремĕш номерлĕ талон - 197, иккĕмĕш номерлĕ 158 талон хатĕрлесе çитернĕ. Регионти социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ районти тĕп больницăна 1184000 тенкĕ уйăрнă. Çакă ача амăшĕсене паха пулăшу пама тата ача çураттаракан уйрăмри медицина ĕçченĕсен ĕç укçине ÿстерме пулăшрĕ. Иртнĕ çул пурĕ 176 ача çуралнă.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри - ĕçлекен çынсен хушма диспансеризацийĕ. Иртнĕ çул бюджет сферинче ĕçлекен 1098 çын медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Ку 118, 9 процентпа танлашать. Вĕсенчен 116 чирлĕ çын амбулатори пулăшăвĕ илнĕ. Çавăн пекех производствăра сиен кÿрекен условисенче тăрăшакан 91 çын медицина тĕрĕслевĕ тухнă. Ĕçлекен халăхпа хушма диспансеризаци ирттерме район больницине 485500 тенкĕ уйăрнă. Районти тĕп больница врачĕсем чирсен тăватă класĕпе инвалида тухнисене 7247125 тенкĕлĕх 18196 çăмăллăхлă рецепт çырса панă.

Иртнĕ çул пирĕн района В гепатит чирĕпе кĕрешме 7821 вакцина ярса панă, çапла вара гепатит чирĕпе чирлесси 32, 2 процент чакнă.

2006 çулта эпир район больницин пурлăхпа техника базине çĕнетессипе тĕллевлĕ ĕçлерĕмĕр. Пурĕ çĕнĕ оборудовани 9: фиброколоноскоп, фиброгастроскоп, электрокардиограф - 4, лаборатори валли оборудовани, УЗИ аппарат, флюорограф «Электрон», ГАЗ 322174 - 35 номерлĕ автомашина иккĕ илсе килнĕ. Çÿлерех асăннă медицина оборудование пурне те вырнаçтарнă, халĕ вĕсемпе чирлĕ çынсем пахалăхлă пулăшу илеççĕ. Васкавлă медицина пулăшăвĕн çĕнĕ машинисем йывăр чирлĕ çынсем патне халĕ вăхăтра çитеççĕ. Кунта ĕçлекен Н.Спиридонов, П.Федотов водительсем, М.Афиногенов, Н.Морозова, Е.Андреева фельдшерсем чирлĕ çынсене яланах пулăшма хатĕр.

«Çын сывă пулни - телей», - тенĕ Аристотель. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тесен çакăн пек концепци тĕп вырăнта пулмалла: ыран эмел илме укçа-тенкĕ тăккаличчен паян унпа сывлăха çирĕплетмелле. Сывлăхлă пулас тесен вара физкультурăпа тата спортпа туслă пулмалла. Вĕсене пурнăçа кĕртсе пырсан тин вара сывă çемье, общество, наци пулĕ.

 

Н. ВАСИЛЬЕВА,
район больницин тĕп врачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика