Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чутайсемпе, питĕркассисен, атнарсен хăйсен пушар машини пур

24 января 2007 г.

2006 çулта “Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли тĕп принципсем çинчен” саккун вăя кĕнĕренпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пĕтĕм ыйту яваплăха хăйсем çине илчĕç, вырăнти халăхăн ĕçне те хăйсемех йĕркелесе пыраççĕ. Акă, Атнар ял тăрăхĕнче иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнче муниципаллă пушар хуралĕ йĕркелерĕç. Ăна Хĕрлĕ Чутай тата Питĕркасси ял тăрăхĕсемпе килĕшÿ туса хута янă. Пушар деповĕнче 4 çын ĕçлет, вĕсене тытса тăрассине, тÿлессине вырăнти бюджетсенче пăхса хунă. Кунти пушарнăйсем районта инкек-синкек сиксе тухас пулсан 33-мĕш пушар хурал чаçĕн  ĕçченĕсемпе пулăшăва тухаççĕ, вут-кăвара малалла алхасма памаççĕ. Сăмах май, Хĕрлĕ Чутайра пушар хурал инспекцийĕ ĕçлет пулсан та ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.К.Романов кунта пурăнакансен пурнăçне  инкек-синкекрен сыхлассишĕн тăрăшни куç кĕрет. Ыттисен те ырă тĕслĕх илесчĕ.

Хусанушкăньпе Кив Атикасси ял тăрăхĕсенче те пушар машинисем тытаççĕ, анчах ку ĕçе çителĕксĕр йĕркеленине палăртмалла: автомашинăсене гаража лартман е пулсан та вĕсем сивĕ условисенче. Хĕллехи тапхăрта ăна тапратса тухма хĕн. Ун пек машинăсем çуллахи вăхăтра кăна ĕçе тухаяççĕ. Асăннă ял тăрăхĕсенче пушар машинисене тивĕçлĕ шайра тытасчĕ.

Инкек-синкек куçа курăнса килмест. Пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнассипе вырăнта ĕçлени чылай инкекрен хăтарĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика