Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » В.Бородкин парнисемшĕн

17 января 2007 г.

Нăрваш Шăхалĕнче ятлă ăмăртусем ирттересси тахçанах йăлана кĕнĕ. Акă, волейбол вăййине юратакансем валли Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ В.Бородкин ячĕпе вун виççĕмĕш хут иртрĕ.

Тепĕр ăмăрту Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ Л.Селиванов ячĕпе “Труд” ял хуçалăх кооперативĕ çулсерен ирттерет. СССР спорт мастерĕсен Н.Николаев йĕлтĕрçĕ, Н.Ильин велосипедист, пиртен вăхăтсăр ĕмĕрлĕхех уйрăлнă С.Тукмаков ячĕсемпе те пур ăмăртусем.

Çĕнĕ çулăн пĕр кунĕнче палăртнă вăхăта волейбол турнирне сакăр команда пуçтарăнчĕ. Судьясем вĕсене икĕ ушкăна уйăрсан вăйăсем пуçланчĕç: “А” ушкăнра “Гости” (Шупашкар), Первомайски, Пикшик, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсен командисем, “Б” ушкăнра “Химик” (Патăрьел), ДРСУ-Патăрьел, Туçапа Çĕньял ял тăрăхĕсен командисем тупăшрĕç “А” ушкăнри командăсен Нăрваш Шăхалĕнчи шкулти спортзалра, “Б” ушкăнри командăсен Çĕньялти шкул спорт залĕнче выляма тиврĕ.

Вăйăсем питĕ интереслĕ иртрĕç. Пур команда та финала тухассишĕн çине тăрса вылярĕ. Куракансем вара вĕсене пĕр чарăнми шăхăрса, кăшкăрса хавхалантарса тăчĕç.

Паллах, финала тухас тесен командăри ултă çыннăн та пĕр-пĕрне ăнланса выляни кирлĕ. Кашни йăнăшшăн пĕр-пĕрне вăрçса, кăшкăрса пăрахсан, ăмăртура çĕнтересси иккĕленÿллĕ. Финала вăййа чăн-чăн ăнланса, пĕр-пĕрне туйса вылякан “Гости”, “Химик”, “ДРСУ”, “Первомайск” командăсем тухрĕç.

Уйрăмах “ДРСУ” тата “Гости” командăсем выляни пурне те кăсăклантарчĕ. Шупашкарсем çак турнирта тăватă хутчен çĕнтерÿçĕ пулнă-çке. Çапах та В.Рубцов командине тĕрĕс йĕркелесе ертсе пынипе çул-йĕр ăстисем хăнасене парăнтарчĕç парăнтарчĕçех. Первомайскисемпе Патăрьелсем те çивĕч вылярĕç. Кунта Патăрьелсем çÿллĕрех шайра пулчĕç.

Юлашкинчен В.Бородкин ячĕллĕ куçса çÿрекен кубока тата парнесене çĕнсе илессишĕн “Химик” тата “ДРСУ” командăсем тупăшрĕç. Пĕрремĕш тапхăр “ДРСУ” команда выляса илнипе вĕçленчĕ. Иккĕмĕш тапхăрта вара В.Волков кашни йăнăша курса, вылякансене тĕрĕс ăнлантарнипе, мечĕк хыççăн мечĕк выляса илсе, кирлĕ очкосем пухса иккĕмĕш тапхăра выляса илчĕç. Çапла вара вĕсем виççĕмĕш кĕске тапхăрта тупăшрĕç. Ку вара куракансене тата та хытă тыткăнларĕ. Командăсем пĕр-пĕрне питĕ те лайăх пĕлнĕрен, сахал йăнăшсемпе вылярĕç. “Химик” команда тапăнса вылякансем тăрăшнипе пĕрремĕш хут çак сумлă турнирăн çĕнтерÿçисем пулса тăчĕ. Виççĕмĕш вырăншăн Первомайскисемпе хăнасем тупăшрĕç. Ку хутĕнче Шупашкарсем ăнăçлă вылярĕç, “Первомайск” командăн вара тăваттăмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ.

Çĕнтерÿçĕ-командăсене район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, “Труд” хуçалăх ертÿçи Н.Михайлов тата ытти яваплă çынсем, В.Бородкин вĕренекенĕсем саламларĕç. Турнирăн “Чи лайăх выляканĕ” ята С.Викторов, “Чи лайăх тапăнса вылякан” ята С.Долгов, “Чи лайăх пас паракан” ята В.Рубцов, “Чи лайăх хÿтĕлевçĕ” ята “Гости” командăри И.Иванов тивĕçрĕç. Çак командăри С.Нестеров куракансен призне илчĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика