Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш хăмли - чи хăватли!

17 января 2007 г.

о АПК аталанăвĕ

 

Чăваш хăмли - чи хăватли!

 

«Пахчи-пахчи, хăмла пахчи...» теме пуçларăмăр пулас тепĕр хут. Ку юрăри сăмахсем пирĕн районта та уççăнах палăра пуçларĕç, мĕншĕн тесен «Ресурсы» Агрофирма» уçă акционерлă общество кунран-кунах вăй илсе аталанса пырать. Çакна вĕсем кĕске хушăрах ĕçĕпе çирĕплетме те ĕлкĕрчĕç. Акă тĕслĕхрен, 2006 çулхи май уйăхĕнче вĕсем Пĕтĕм тĕнчери выставка-конкурса хутшăнса Мухтав Дипломне тата «Ылтăн Знак» свидетельствине илме пултарчĕç. Ку çеç мар-ха, пĕлтĕр декабрь уйăхĕнче çакăн пек конкурс-выставкăна хутшăнса каллех «Платина Знак» свидетельствипе Мухтав Дипломне илсе таврăнчĕç вĕсем. Иртнĕ çулхи кăтартусемпе хамăр республикăра хăмла туса илес енĕпе чи лайăххисен шутне кĕнĕ. Çакăн пек çитĕнÿ умне çитиччен пайтах вăй хумаллине, хăмла çинче ĕçлесе курнă çын, каламасăрах питĕ лайăх ăнланать. Ĕçпе кушăрханă алăсем, ĕç опычĕпе пуянланнă хăмла ăстисем мухтава тивĕçлех ĕнтĕ.

Агрофирмăн производство енĕпе ĕçлекен директорĕ С.Дмитриев хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки акă мĕн каласа пачĕ: «Çитĕнÿ тăрăшмасăр пулмастех. Хальхи çăмăл мар пурнăçра та эпир каялла чакма шутламастпăр. Рынок экономикине ăнăçлăн кĕрсе малаллах ĕçлетпĕр. Кунта чи малтан коллективра вăй хуракансен тăрăшулăхне палăртмалла. Уйрăмах З.Никифорова агрономпа Т.Николаева лаборантка тата механизаторсемпе рабочисем хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче канлĕхе çухатаççĕ. Пур çĕре те çитмелле, кăлтăксене çийĕнчех пĕтермелле, унсăрăн тухăç пирки ĕмĕтленмелли те çук. Ĕç шавĕ кĕрлесе тăнă вăхăтра агрофирмăра 70-75 çын та вăй хурать, ытти чухне - 17. Хальхи вăхăтра 20 гектар çинче хăмла çитĕнтеретпĕр, кунпа çеç лăпланса ларасшăн мар-ха, лаптăка пысăклатсах пырасшăн. Хăмла участокĕсем - Кĕтеснер, Мăнçырма, Кавал, Çĕнĕ Вĕренер ялĕсенче. Пĕлтĕр 30 тонна та 500 центнер типĕтнĕ хăмла пуçтарса илтĕмĕр, 1 гектартан 16, 8 центнер тухрĕ, пахалăхĕ те аван. Ахальтен мар ĕнтĕ Пĕтĕм тĕнчери выставка-конкурса хутшăнма пултартăмăр. Ĕç укçи тĕлĕшĕнчен те аптрамаллах мар. Хăмлана çĕнĕрен лартса, йĕркеллĕ çитĕнтерсе сутсан, патшалăх та укçа-тенкĕ енчен пулăшсах тăрать. Кĕскен каласан, эпир аталану çулĕ çине тăнă темелле».

 

                                                           А. АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика