Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Никĕс ан ишĕлтĕр

17 января 2007 г.

о Журналист шухăшĕ

Никĕс ан ишĕлтĕр

ХХI-мĕш ĕмĕрĕн тепĕр çулне пуçларăмăр. Çĕнĕ ĕмĕрте 6 çул пурăнни сисĕнмерĕ те темелле. Ку хушăра нумай улшăнусем пулса иртрĕç. Кашни киле тенĕ пекех газ кĕртнĕ, библиотекăсем модельлĕ пулса тăчĕç, врач офисĕсем ĕçлеççĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Уйрăм ял хуçалăхĕсене аталантарма патшалăх çăмăллăхлă кредит та парса пулăшать. Ял хуçалăхĕнче ĕçлекен çамрăк специалистсене тĕрлĕ çăмăллăхсем пани те питĕ вырăнлă. Анчах пурпĕрех çамрăксем шкул вĕренсе пĕтерсенех ялтан тухса кайма тăрăшаççĕ. Пурин те лайăх пурнăçпа пурăнас килет паллах. Юхăннă машинăпа трактор паркĕсем, пĕр хĕрринчен ишĕлме пуçланă фермăсем тунсăхлăн ăсатаççĕ вĕсене. Хăш вăхăтра ялтан сивĕнчĕ çамрăк; Ку ыйтăва тăруках никамах та татса параймасть пулĕ. Тен ĕçленĕшĕн укçи-тенкине вăхăтра илейменни пистернĕ вĕсене. Çын ĕçпе пурăнать-çке, вăлах халăха тăрантарать. Ахальтен мар ĕнтĕ хальхи вăхăтра чылай ялсенче вăй питти арçынсене кăнтăр кунĕнче хунарпа шырасан та тупаймăн. Пĕрне кура тепри ĕç шыраса шалу вăхăтра тÿлекен çĕрелле çул тытаççĕ. «Укçи-тенкине киле илсе çитерсен тавах Турра темелли çеç юлать, хăшĕ-пĕрисенне çул çинчех, ĕçлемесĕр тăранса пурăнакансем, туртса илнисем те пулаççĕ. Укçа çулĕ питĕ тертлĕ. Çемье çумĕнче пурăннине нимĕн те çитмест», - тет тăтăшах Мускава ĕçлеме çÿрекен пĕр пĕлĕшĕм.

Хĕлĕн-çăвĕн кашни ир «Канаш-Хусан» пуйăс çине çĕршер çын тĕрлĕ таварсемпе Хусаналла çул тытать. Кил хуçалăхĕнче çитĕнтернĕ пахча çимĕç, ĕне юр-варĕ, кĕпе-халат, вырăн таврашĕсем тата тем те пĕр сутма çÿреççĕ. Акă, Наташăпа (хушаматне палăртма хушмарĕ) калаçатăп: «Юрать-ха 1980 çулта районта «Паха тĕрĕ» çĕвĕ фабрики уçăлчĕ. Çавăнта ĕçлеме кĕрсен хама валли кирлĕ професси тупма май килчĕ. Халĕ эпĕ материалсене хамах касатăп та çĕлетĕп. Ман пеккисем районта туллиех. Пурне те пĕр çĕре пуçтарсан питĕ пысăк фабрикăна та ĕçлеттерме пулать пулĕ. Ĕçлеме вĕренни халĕ пирĕн çемьене тăрантарать. Килте çĕлеме пулать-ха, кайса сутма питĕ йывăр», - тет харсăр хĕрарăм пуйăс çине ларма хатĕрленсе.

Юлашки вăхăтра хĕрарăмсем те ют хуласене ĕçлеме кайма пуçларĕç. Ашшĕ-амăшĕ укçа «çапма» кайнипе усă курса çул çитмен ачасем «ыр» кураççĕ. Шкултан киле панă ĕçсене тĕрĕслекен, кашни утăмпа интересленекен çукки самаях ирĕке ярать шăпăрлансене. Акă ăçта вăл йăнăш çул çине тăрассин çăл куçĕ. Кил-çурт хăтлăхĕ чакасси, çемье арканасси. Мĕн тăвăн, шăпа кама ăçта илсе çитерет. Тĕрлĕ çĕре ĕçлеме тухса каякансене те ăнланма пулать: ачисене вĕрентмелле, аслă пĕлÿ илме пулăшмалла, качча памалла, авлантармалла, кĕскен каласан пурнăç çулĕ çине кăлармалла. Кун йышшисене çемьешĕн тăрăшаççĕ темелле, анчах та пурнăç тĕллевне çухатса, тĕлли-паллисĕр çÿрекен, эрех серепине лекнисем пирки вара мĕн теме пулать. Вĕсене ăнланма йывăр. Пĕр кун сиктермесĕр ĕçе çÿркенсен те укçа çити-çитми кăна та, вĕсен вара еплерех-ши; Хăшĕсен кăкăр ачисем те пур, теприсен шкул çулне те çитмен е шкула çÿреççĕ, ашшĕ-амăшĕ вара эрех кĕленчине «сыхлаççĕ». Çапла вара ял пĕчĕккĕн пĕтсе пырать-ши; Ялĕсем халлĕхе пур-ха вĕсем, анчах та пурăнакан килсене шута хурсан халичченхи пĕр пысăк урам чухлĕ кăна пулĕ. Юлашки вăхăтра ялти уйрăм хуçалăхсене çăмăллăхлă кредит панипе хăш-пĕр ĕçчен çемьесем çанна тавăрсах ĕçе пикенни курăнать. Çапах та ку ĕçрен писме ĕлкĕрнĕ çынсене ял еннелле сахалтарах туртать пек туйăнать. Куллен чаплă условисем туса парсан та яш-кĕрĕм ялта юласшăн мар. Кунта ытларах пурнăçа тытса, сыпăнтарса пыраканни - ĕç вырăнĕ кирлĕ тата уншăн укçи-тенкине вăхăтра тÿлени. Кун пек хуçалăхсем, тĕслĕх илмеллисем, пирĕн районта та пур: «Арабоси» агрофирма, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики. Хаçатра ĕçленĕ май ку хуçалăхсенче тăтăшах пулма тÿр килет, унта вăй хуракансемпе те курса калаçатăн. Вĕсем ялта ĕçлесе пурăннишĕн пĕрре те ÿкĕнмеççĕ. Ял хуçалăхĕнчи механизаторпа /ятне палăртма килĕшмерĕ/ калаçатăп: «Ĕçлесен укçине параççĕ. Маншăн кăçал Мускав укçи ялтах пулчĕ. Кÿршĕ Мускава ĕçлеме çÿрет те танлаштарса пăхма май пур. Ман килкарти тулли выльăх, унăн вара пĕр чун та çук. Ачисем шкулта мĕнле вĕреннине те арăмĕ каланă тăрăх çеç пĕлет. Тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ пулсан ял çынни килтех пурăнать. Ял хуçалăхĕ çине ытларах пусăм кăна кирлĕ», - тет.

Ĕç пулсан çын пурăнать, çурт никĕсне арканма памасть.

 

А. НИКОЛАЕВА,
Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика