Большечакинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елкăсем манăçа тухмаççĕ

13 января 2007 г.

о Уяв

 

Елкăсем манăçа тухмаççĕ

 

ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн, РФ Патшалăх Думин Депутачĕн П.Семеновăн, ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин елкисене пирĕн районти чылай ача кайса савăнни çинчен пĕлтернĕччĕ эпир. Январĕн 6-мĕшĕнче вара районти культурăпа кану центрĕнче Вăрмар район пуçлăхĕн Раштав елки иртнĕ. Унта вĕрентÿре, обществăлла ĕçре лайăх енчен палăрнă тата пĕчĕк тупăш илекен çемьери 150 ача хутшăннă. Мероприяти театрализациленĕ сценкăран пуçланнă, ачасене юмахсенчи сăнарсем савăнтарнă. Пур ачана та, ашшĕ-амăшне, педагогсене Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов, социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов, социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Г.Петрова саламланă, Çĕнĕ çул парнисем панă.

Пур елкăран та ачасем савăнăçлă кăмăлпа, парнесемпе, ĕмĕрлĕхе юлакан аса илÿсемпе таврăннă. Акă мĕн калаççĕ ачасем:

В.ВАСИЛЬЕВА, К.ЕРМОЛАЕВА (Аслă Чакри вăтам шкул).

ЧР Президенчĕн елкине кайма районтан çула 37 ача тухрăмăр. Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче вырнаçтарнă çап-çутă та капăр елка чи малтанах тыткăна илчĕ. Тÿпене çити кармашнă тейĕн ăна. Концертпа киленнĕ хыççăн чăн-чăн Çĕнĕ çул уявĕ пуçланчĕ. Кунта мĕн чухлĕ юмахран килнĕ «хăнасем»: пиратсем те, шăши туссем те, Буратино та... Чăннипех те эпир юмах тĕнчинче. Сăвă-юрă, ташă-кулă. Уйрăмах пире Н.Федоровăн саламлă çырăвĕ çунатлантарчĕ. Унта çакăн пек йĕркесем шăрçаланнă: «Çамрăк тусăм, Тăван çĕр-шыва юрат, аçу-аннÿне хисепле, ырă ĕçсем ту тата тимлĕ пул». Ун сăмахĕсене тытма хамăр ума тĕллев лартрăмăр. Пысăк арчана тултарнă пылак кучченеçпе эпир киле ăшă кăмăлпа таврăнтăмăр.

К. АЛЕКСАНДРОВА (Кавалти вăтам шкул). РФ Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов ирттерекен Çĕнĕ çул елкине хамăр шкултан виççĕн кайрăмăр. Пурте «Манăн çемьепе несĕлсен историйĕ» конкурсра çĕнтернĕ. Уяв Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртрĕ. Малтан пире концерт кăтартрĕç. Ун умĕн П.Семенов пурне те уявпа саламларĕ, сывлăх, ăнăçу, лайăх вĕренме сунчĕ. Хĕл Мучипе Юр Пике те ыррине кăна сунчĕç, кучченеçсем пачĕç. Концерт хыççăн ташă каçĕ пулчĕ. Вăхăт иртни сисĕнмерĕ те.

 

В. ТОЛМАТОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429410, Урмарский район, д.Большие Чаки, переулок Механизаторов, дом 5
Телефон: 8(83544) 43-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика