Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЧАСЕНЕ ЧУНТАН ЮРАТСАН

16 декабря 2006 г.

ВЫРĂС хĕрĕ Александра, Ростов облаçĕнчи Константиново районĕнчи Николаевски станицинче çуралнăскер, пуçламăш классенче вĕреннĕ чухнех учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Шкулта питĕ тăрăшса вĕреннĕ. Кашни урока тĕплĕн хатĕрленнĕ. Унăн дневникĕнче "4" тата "5" паллăсем çеç пулнă. Уйрăмах физика, математика урокĕсене кăмăлланă. Районта ирттерекен олимпиадăсенче те яланах малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Тăрăшса вĕренни сая кайман, 1985 çулта И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетне, физикăпа математика факультечĕн математика уйрăмне вĕренме кĕнĕ. 1989 çулта алла диплом илсен, Патăрьелĕнчи вăтам шкулта учитель биографине пуçланă. Александра Анатольевна Поликарпова кашни урока тĕплĕн хатĕрленнĕ, ачасене интереслентерес тесе тĕрлĕ мелсем шыранă. Малтанхи çулсенчех хăйĕн ĕçне чунтан юратакан учитель пулни сисĕннĕ. Çапла 9 çул иртсе кайнă. 1998 çулта вара А.А.Поликарпова Шăмăршăри вăтам шкула ĕçлеме куçнă. Туслă коллектив ăна тỹрех кăмăлланă, ĕçре те пулăшса пынă. Нумаях пулмасть эпĕ Александра Анатольевна вĕрентекен 6 "а" класра математика урокĕнче пултăм. Класĕ пысăк, 28 ача вĕренет. Малтанах учитель иртнĕ урокра тĕрĕслев ĕçне мĕнле пурнăçланине тишкерчĕ. Çак ĕçе ачасене хăйсене те явăçтарчĕ. Вĕсем вак хисепсене хутлама вĕреннĕ иккен. Чылайăшĕ ку ĕçе ăнăçлă пурнăçланă. Учитель вĕсене мухтаса хăварчĕ. Ун хыçăн Александра Анатольевна "Взаимно обратные числа" çĕнĕ темăна васкамасăр ансат чĕлхепе ăнлантарма тытăнчĕ. Чылай тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ. Ку ĕçе ачасем те хаваспах хутшăнчĕç. Тỹнтерле хисепсене хăвăрт тупса пычĕç. Кайран учитель ачасене чылай задачăсем шутлаттарчĕ. Доска патне виçшерĕн туха-туха задачăсене мĕнле шутланине учитель пекех ăнлантарма тăрăшрĕç. Класра пĕр ача та ахаль лармарĕ. Çапла Александра Анатольевна ачасене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарссине тĕп вырăна хуни курăнчĕ. Уйрăмах урокра Евгений Портнов, Алеша Козлов, Евгений Максимов, Анна Смаева, Василий Юманов лайăх шутлани палăрчĕ. Учитель ачасен кăмăлне хуçмасăр итлеттерме, кăсăклантарма пĕлни манăн кăмăла кайрĕ. Урок методика енĕпе çỹллĕ шайра иртрĕ. Çапла, учителĕн ĕç опычĕ пысăк. 17 çул вăй хурать Александра Анатольевна çак пархатарлă та сумлă ĕçре. Хăйĕн пĕлĕвне те ỹстерсех пырать. Пĕрремĕш категориллĕ учитель ятарлă курссенче те тăтăшах пулать. Пурнăçпа тан утса пырать, ĕçре яланах çĕннине шырать. Унăн вĕренекенĕсем те çирĕп пĕлỹпе палăраççĕ. Районти тата республикăра иртекен олимпиадăсене хастар хутшăнаççĕ. Александра Анатольевна _ чунпа çунса ĕçлекен педагог. Çакă пархатарлă ĕçре йывăрлăха çĕнтерме, çитĕнỹсем тума пулăшать тесшĕн эпĕ ăна ырă сунса.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика