Татарско-Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанчăк – чунра, кулă – питре

09 декабря 2006 г.

Ытарма çук илемлĕ кĕрхи çанталăк тăрать. Вăрман çумĕпе иртсе пынă май унăн пуянлăхĕпе кăмăла тултарса киленетĕн. Çу тумне хывма ĕлкĕрнĕ хăш-пĕр йывăç çара ларать. Ÿксе пĕтеймен сарă, хăмăр, кĕрен çулçăллисем курăнаççĕ. Ем-ешĕл тумлисем те пур. Кунти уçă сывлăша кăкăр тулли сывласа илес килет. Шăпах çак пуянлăх илĕртет те ĕнтĕ Тутар Сăкăтĕнчи С.Хуснутдинова. Ял çывăхĕнчи хăй аллипе лартса тунă кану паркне куллен тенĕ пек çÿрет вăл. Кĕрхи ĕçсене пурне те вăхăтра пурнăçласа хăварма тăрăшать. 1600 тĕп йывăç Сиразетдин Садретдиновичăн паркра. Тĕрлĕ йышшисем тата. Вĕсене пурне те хăй вăйĕпе тымар яма пулăшнă çут çанталăк тусĕ. Çывăхри вăрмантан, кÿршĕллĕ Тутар республикинчи, Ульяновск облаçĕнчи çĕрсем çинчен кĕреçепе чавса сумкăпа йăтса килсе çĕнĕ çĕре тымар яртарма пулăшнă. Утнă çĕрте утса, чупнă çĕрте чупса çÿренĕ Сиразетдин абый. Лаша, велосипед çине ларса вăрмана хутлани те шутсăр. Çĕрне, кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Лартнă хунавсен йĕри-тавра карта тытма вĕрлĕксем шыранă. Вĕсене те вăрмантан хăй вăйĕпе куçарнă.

Çынсем пĕр гектар çĕр çинче тĕрлĕ культура çитĕнтереççĕ. Выльăх апачлĕх курăк акса илекенсем пур. С.Хуснутдинов вара çак çулпа кайман. Хăй ятĕнчен çĕр çине ĕмĕр асăнмалăх чĕрĕ парк çитĕнтерсе хăварма шут тытнă. Ĕмĕтленнĕренпе вунă çул та иртнĕ. Паян кун та килме кăмăллă. Ретĕн-ретĕн лартса тухнă тĕрлĕ йывăçсем ял халăхне, ача-пăчана çеç мар, вĕçен кайăксене те илĕртеççĕ. Хăй вăйĕпех чавтарнă кÿлĕре тĕрлĕ пулă ĕрчет. Ăтăрсем те пурăнаççĕ.

Саккăрмĕш теçетке тултарса пырать Сиразетдин Садретдинович. Вăл ал ураран тухакан маçтăр, платник, пекарь, кулинар, кăмакаçă, хурт-хăмăр ĕрчетекен, сад, çĕр, юрă-ташă ăсти, фотограф, купăсçă, ялкор шутланса тăрать. Коран кĕнекинче палăртнă тивĕçне пурнăçлать. Унта шăпах йывăç лартса çăл чавакан çын çĕр çинче ахаль пурăнманнине палăртнă.

Хăй сăвăсем çырса кĕвве хывнăран, алла хут купăс тытса юрă тĕнчине кĕме пултарнăран кăмăлне савăк тытма тăрăшать Сиразетдин абый. Ахалĕн ун пурнăçĕ пĕрре те çăмăл пулман. Вăрçă çулĕсенчи хаяр шартлама сивĕсенче вăрмантан вутă кăларма хутшăннă 14-15-ри çамрăк. Хальхи пек çил те ăшă яман сăхмансем тăхăнайман вĕт-ха çие. Вăкăрпа вутă турттарнă. Сивĕпе пĕренесем çурăлнă. Çынсем вара чăтнах. Хăй курнă терт-нуша никама та пырса ан çаптăр, тет вăл.

Вăрçă хыççăн çар ретне илеççĕ ăна. Нуши кунта та унран хăпмасть. Чирлесе операци тунă хыççăн киле яраççĕ. Çĕçĕ айне темиçе хутчен те кĕме тивнĕ С.Хуснутдинова. Виçĕм çулхинчен те аллах пулăшнипе йĕркеллех тухрĕ вăл. Çакăншăн хăй те савăнать. Çынсене тата та ырă тăвассишĕн пурăнать. Паркра тĕрлĕрен уявсем йĕркелет. Вĕсене çитĕнекен ăрăва явăçтарать. Çавсем валли юлать-çке çак ырлăх, пуянлăх. Килте вĕлле хурчĕсем тытать. Пылпа мĕн чухлĕ çынна хăналаман-ши тата!

Алла хут купăс тытма пĕлни клуб заведующийĕ пулса ĕçлеме май панă Сиразетдин Садретдиновича. Хамăр, кÿршĕллĕ Елчĕк тата Шăмăршă районĕсенчи тутар ялĕсене мĕн чухлĕ концертпа çÿремен-ши вĕсем! Хăй тĕллĕн каласа шăрантарнă юрăсене кашни ялтах кăмăлласа итленĕ. Сцена çине темиçе хутчен алă çупса кăларнă. Вăхăтĕнче Сиразетдин абый хутшăнмасăр районти пĕр ĕçпе юрă уявĕ те иртмен. Çакна республикăри, район тулашĕнчи хаçатсенче пичетленнĕ хăш-пĕр материал та çирĕплетет. Вĕсене Сиразетдин абый типтерлĕн пуçтарса пынă.

Ялти аксакал тунă ырă ĕç çине пăхса савăнмалăх пурах паян. Чылай маларах çак ĕçе Шăнкăртамри Хакимов пуçăннăччĕ. Пăла юхан шывĕн çыранĕнче ниме кирлĕ мар вĕтлĕхпе тĕрлĕ курăка кăкласа вăл çырла тĕмĕсем лартнăччĕ. Çĕрĕ çинче пахча çимĕç ÿстерсе тĕлĕнтернĕччĕ. Сиразетдин Садретдинович вара шурлăхлă вырăна чипер сăн кĕртрĕ. Унта ÿсме пултаракан йывăç-тĕмсем лартрĕ. Хăрнисене çĕннисемпе улăштарчĕ. Пурне те хăй вăйĕпе пурнăçларĕ.

Ват çыннăн ырă ĕçне тивĕçлипе хакларĕç. Çут çанталăк тусне тĕрлĕ шайри органсем Хисеп грамотисем, тав çырăвĕсем пачĕç. Тутар наци культурине аталантарас енĕпе тунă ÿсĕмсемшĕн панă Хисеп хучĕсем те пур Сиразетдин абыйăн. Çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре тĕслĕхлĕ çын пулнине палăртнă вĕсенче. Республикăри “Вакыт”, районти “Авангард” хаçатсен хисепне те курнă С.Хуснутдинов. Тĕрлĕ фестивальсен лауреат дипломĕсемпе пĕрлех вĕсен Хисеп грамотисене те типтерлĕн упрать обществăлла корреспондент. Район хаçатне çулленех çырăнса илет. Ăна пĕр сиктермесĕр вулать. Хăй те хайлавсем çырать.

Кунçул уттипе пырать Сиразетдин абый. Унăн ĕçне “Единая Россия” партин республикăри ушкăнĕ те хакланă. Тутар халăхне экологи воспитанийĕ парас енĕпе активлă пулнăшăн “Çулталăк аксакалĕ” титулпа Фетхи Бурнаш премине тивĕçнĕ вăл. Хăйĕн кирек хăш савăнăçне те çынсемпе пайлать Сиразетдин абый. Çавăнпа унăн ырă ĕçĕ çĕр çине тарăн тымар ярса çеç пырать. Сывлăхĕ те юман пек тĕреклентĕрех, çĕр çине пурăнма килнĕ кун-çулĕ вăрăм пултăрах.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429357 Чувашская Республика Батыревский район д.Татарские Сугуты, ул.Школьная,д.21
Телефон: 8(83532) 69-3-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика