Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи кану кирлех

09 ноября 2006 г.

Ку хутĕнче культура çуртĕнчи мероприятине хăй вăхăтĕнче комсомолра активлăх кăтартнисене йыхравларĕç. Çавра сĕтел хушшине чылай сумлă çынсем пухăннă. Пурин те иртнĕ вăхăта аса илмелли ырă самант-сем юлнах.

Историпе ялти библиотека заведующийĕ Л.Зайцева паллаштарчĕ. Вăхăтĕнче Анат Туçаран А.Перепелкинпа В.Мясников съезд делегачĕсем пулнă. Сăмах Валерий Николаевич илчĕ. Вăл çак чыса тăрăшуллă ĕçпе тивĕç пулнине çирĕплетрĕ. Аслă форума хутшăннă саманта куç умне кăларчĕ. Тĕрлĕ наци çыннисемпе пĕрле ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕксене кăтартрĕ.

Ю.Сурков строитель ырă ĕçсене аса илчĕ. Çамрăксем ушкăнпа лартнă шурă хурăнсем паянхи кун та ял илемне кÿрсе ларнине палăртрĕ. “Звезда” ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи В.Кузнецов хастар çамрăксем уй-хир ĕçĕнче, выльăх-чĕрлĕх патĕнче тунă çитĕнÿсен никĕсĕ çирĕпрен паянхи кун та хуçалăх тĕреклĕ аталанса пынине каларĕ. Районшăн хĕвел Анат Туçаран тухнине çирĕплетрĕ. Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Перепелкин ялтан çĕр-шывăн аслă стройкине хутшăннă патриотсем çинче чарăнса тăчĕ. ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă Ю.Баранов, тĕп хулари пушар чаçĕнче, каярахпа районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ Б.Долгов каласа панине итлеме кăмăллă пулчĕ. Мĕн тери ырă ĕçсем тунă иккен ватăлса пыракансем. Çамрăкла вĕренни чул çине юлнă. Мĕн чухлĕ юрă пĕлетпĕр тата! Пурте кун-çул уттипе çыхăннăскерсем. Çитĕнекен ăру ушкăнпа шăрантармалли çакăн чухлĕ юрă пĕлместех. Мероприятине культура çурчĕн ĕçченĕсем тăрăшса хатĕрленнĕ. Кунта илемлĕх ертÿçин В.Сурковăн пултарулăхне те палăртмалла. Вăл çак ĕçе пуçăнни нумаях мар-ха. Унăн мероприятине презентациленĕ май малашне пĕрлехи кану каçĕсем тăтăшрах йĕркелеме сĕнчĕç. Вĕсем çамрăксене воспитани парса ÿстерес ĕçре тивĕçлĕ вырăн йышăнасса шанчĕç. Çамрăксен ăс-хакăл пуянлăхне аталантарса пымалли мероприятисем ирттермеллех культура çурчĕсенче. Кирек хăшĕ те канăва усăллă йĕркелеме пулăштăр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика