Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕр пулать те çухалать, ырă ĕç ĕмĕрлĕх юлать

25 октября 2006 г.

 

Первомайски ял тăрăхĕ районта пысăккисенчен пĕри. Ултă яла пĕр тĕвве пĕрлештерсе тăрать вăл. Вĕсенче виçĕ пин ытла çын пурăнать.

Ял тăрăхĕсенче вырăнти халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшас, вĕсен шухăш-кăмăлĕсене тивĕçтерме тăрăшас, хамăр пурăнакан вырăнсене тирпей-илем кĕртес ĕçре вăйсене пĕрлештерсе тăраканни чăн малтанах депутатсем шутланаççĕ.

Первомайски ял тăрăхĕнче суйлавçăсем умĕнче шанăçа кĕнĕ вунă "халăх тарçи". Вĕсем хушшинче ертỹçĕ те, тĕп специалистсем те, ытти шайри çынсем те пур. Çулне кура та тĕрлĕрен ушкăна пайлама пулать. Малалла сăмахăм чи аслă депутат Арсентий Николаевич Иванов пирки пырĕ. Тивĕçлĕ канăва кайни те икĕ çул ĕнтĕ аксакалăн. Теприсем ун çулĕнче пусарăнсах лараççĕ темелле. Унăн вара пур енĕ-пе те хастарлăхĕ чакман-ха. Ĕмĕр тăрăшшĕпе бригадирта ĕçленĕскер, халĕ те çав тивĕçе чун-чĕререн пурнăçласа пырать. Ыттисемшĕн чăнласах та кăтартуллă çемье пуçлăхĕ вăл: чăн малтанах - спортсмен. Çулне пăхмасăр вăл лашапа чупать, тĕрлĕрен ăмăртусене хутшăнать. Нумай пулмасть хăйĕн "Изюм" янаварĕпе Шăмăршăра ветеран-юланутçăсен ăмăртăвĕнче пĕрремĕш, Çĕнĕ Шупашкарта иккĕмĕш вырăн йышăннă. Арсентий Николаевич паян ура хуçса ташлама та, юрласа савăнтарма та пултарать. Паян кунчченех вĕсем мăшăрĕпе "Шуçăм" ансамблĕн чи активлă членĕсем. Чи кирли вара çемье пуçлăхĕ темиçе çул ĕнтĕ урă та сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнни. Çавăнпах унăн вăхăчĕ те усăсăр та пушă иртмест. Халĕ, акă, тата халăх шанса панă тепĕр яваплă тивĕç хутшăнчĕ.

Чăваш Республикин вырăнти самоуправлени органĕсене суйламалли саккунпа килĕшỹллĕн ял тăрăхĕсенче депутатсем суйлани çулталăк иртрĕ. Тĕрĕссипе паян кашни депутат суйлавçăсен умĕнче хăй пурнăçланă ĕçсем пирки отчет тумалла. "Енчен те сире суйлавçăсем ура çине тăратсан чăн малтанах мĕн пирки каланă пулăттăр?" - ыйтрăм Арсентий Николаевичран. Куçран каланă ыйту депутата çухатса та, пăлхатса та ямарĕ:

-Кирек мĕнле ĕçе те эпĕ ырă ятшăн, хут çине паллă тăвассишĕн çеç туман. Тĕрĕссипе халăхшăн чăн-чăнах тăрăшса пархатарлă ĕç пурнăçлас тесен, темĕнле пысăк ятлă пулни те кирлĕ мар тесе шутлатăп. Унччен те эпĕ май пур таран обществăлла ĕçсене хутшăннă. Депутата суйлансанах манран суйлавçăсем хамăр урамри çырма урлă кĕпер тума ыйтрĕç. Чăнах выльăхсене те каçарма çукчĕ унтан. Хуçалăх ертỹçипе кун пирки калаçсанах вăл шухăша пăрахăçламарĕ, йывăçне уйăрнă хыççăн халăх вăйĕпе йĕркеллĕ те шанчăклă каçма туса хутăмăр. Çывăх вăхăтрах Первомайскинчи магазин патĕнчи вырăнта труба хурса хăварса тирпейлесшĕн.

Депутатсен пухăвĕн ларăвĕсене тăтăшах, кашнинех хутшăнатăп, чылай чухне хамăн шухăшсене калатăп. Кăçал, сăмахран, урамсене, яла тирпей-илем кĕртессипе чылай тимлерĕмĕр. Ку тĕлĕшпе район админис-трацийĕ çумĕнчи адмкомиссин вырăна тухса ирттернĕ ларăвĕсем пирĕн тăрăхра темиçе хутчен пулни те ял халăхĕн ăнланулăхне ỹстерме пулăшрĕ,- каласа парать хăйĕн ĕçĕ пирки А.Иванов депутат.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика