Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулура- ветеран

29 апреля 2006 г.

Алманчăри вăтам шкулти 9- 11 класра вĕренекенсем ĕçпе вăрçă ветеранĕпе,нумай çул "Ленинец" колхоза ертсе пынă А. Сироткинпа тĕл пулу ирттерчĕç. Ăна истори учителĕ П. Семенов йĕркеленĕ. Анатолий Петрович вĕренекенсене хăйĕн ĕçĕ- хĕлĕпе паллаштарчĕ, таврари ялсен аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕ, ачасен ашшĕ- амăшĕпе, аслашшĕ- асламăшĕсемпе пĕрле вăй хурса хуçалăха малтисен ретне тăратнине каласа пачĕ.

Халăх медицинипе те кăсăкланать Анатолий Петрович. Хăш- пĕр мелĕсемпе мĕнле усă курмаллине вĕрентрĕ. Ачасен нумай нумай ыйтăвĕсем çине хуравларĕ 80- çулхи мучи. Вĕсене лайăх вĕренме, спортпа туслă пулма сĕнсе хăварчĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика