Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш хастарĕ- ятарлă операцисенче

20 мая 2006 г.

 Районти шалти ĕçсен пайĕнче Çурçĕр Кавказра тата Чечен республикинче командировкăра пулнисен стенчĕ пур. Çак хăма çине малашне пай начальникĕн çумĕн- обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн начальникĕн Июрь Мвхайлович Киргизовăн сăн ỹкерчĕкне те хушса çакмалла пулать. Вăл Раççей Шалти ĕçсен миниоерствин мобиллĕ отрячĕн йышĕпе Çурçĕр Осети республикинче çур çул службăра тăчĕ, Чечен тата Ингуш республикисенче саккуна хирĕçле йĕркеленĕ çар формированийĕсене пĕтерес, Çурçĕр Кавказра саккунлăха тата йĕркелĕхе тавăрас тĕлĕшле ирттерекен ятарлă операцисене хутшăнчĕ. Çемьерен, ĕçрен уйрăлса аякри çĕр- шывсенче ултă уйăх командировкăра пурăннă милици работникне ĕçтешĕсем тăван кĕтесе тĕрĕс- тĕкел таврăннă ятпа ăшшăн саламларĕç.,çĕнĕ çитĕнỹсем тума ыр сунчĕç.

400 ытла çынран тăракан мобильлĕ отрядра тĕрлĕ çын та пулнă-тăр. Анчах Игорь Михайлович чăваш ятне яман, Патăрьелсен чысне çĕре ỹкермен. Çакас пулсан пĕтĕм кăкăра хупламалăх панă значоксем те çакна çирĕплетеççĕ. Игорь Михайлович вĕсен шутне кăтартма ыйтмарĕ пулин те, вулаканран пытарар мар- тăр: Чăннипе- вуниккĕ таранах вĕсем унăн! Шỹтлеççĕ- ха юлташĕсем: "Сана икĕ эрнере пĕр паллă тыттарнă-и, тем." Чи хаклăраххисем вара уншăн "Участнику боевых действий на Северном Кавказе", "За верность долгу", пĕрремĕш тата иккĕмĕш степеньлĕ "За отличие в службе" знаксем шутланаççĕ. Мобильлĕ отряд командирĕ янташа аслă органсен ячĕпе патшалăх наградине, "За отличие в охране общественного порядка" ятлă медаль пама ыйтса çырнă документ та Игорь Михайлович ыттисенчен профессии енĕпе тĕплĕ спциалист, тỹрĕ кăмăллă, умма лартнă задачăсене ниме пăхмасăр пурнăçланипе, пуçаруллă та тирпейлĕ пулнипе уйрăлса тăни çинчен каласа параççĕ.

Паллах, 180 кун вилĕмпе кирек хăш самантра та хире- хирĕç тăмалли лару- тăрура пурăннă çыннăн каласа памалли те, аса илмелли те пайтах. Çурçĕр Кавказра пĕр чарăнмасăр вунă çул ытла вăрçă пынине, вăл чарăнасси чĕвен тăрса пăхсан та курăнманнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Оперативлă шырав мероприятийĕсене хутшăнса вăл темиçе хăрушă бандита тытса чарнă, заложниксене хăтарнă çĕре хутшăннă, наркотиксем, тĕрлĕ хĕç- пăшал тата ытти боеприпассем турта- турта илнĕ. Мобильлĕ отряд представителĕ пулнă май, Игорь Михайловичăн вырăнти власть органĕсемпе, осетин тата ингуш халăхĕсемпе обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетес, граждансене хăрушлăхран сыхлас, вĕсен пурлăхĕсене салатасран хỹтĕлес тĕллевпе çыхăнусем нумай йĕркеленĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика