Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алманчăра ĕçлеме те кăмăллă (Алманчăри ял тăрăх депутачĕпе В. Г. Павловпа тĕл пулса калаçн

15 июня 2006 г.

Владимир Георгиевич хăйĕн суйлавçисемпе тачă çыхăнса ĕçлеме шăпах вăй питти арçын. Хăй лурăнакан Советсен урамĕнчи граждансем ыйтнипе депутатсен списокне кĕме килĕшнĕ. Шанчăкĕ ун чухнех пысăк пулнă-тăр çав. Виçĕ кандидатран вăл чи нумай сасă пуçтарса "халăх тарçин" тивĕçне йышăннă. Владимир Георгиевич суйланнă çиччĕмĕш округра ытларах пенсионерсем, çулланнă çынсем пурăнаççĕ. Ун çинче мĕн пурĕ 24 хуçалăх. Ытти ялсемпе танлаштарсан, Алманчăсем ытлă-çитлĕ пурăннине пĕлетпĕр- ха. Çапах та алăри пỹрнесем те пĕр пек мар тенĕ евĕр, кунта та йывăртарах лару-тăрура пурăнакансем пулма пултараççĕ. Депутат каланă тăрăх, темиçе çемье мехелĕсем çителĕксĕр пирки газ та кĕртмен-ха. В. Павлов вĕсен организациллĕ ыйтăвĕсене татса пулăшма хатĕр.

Хальхи вăхăтра ăна кас тăршшĕпех асфальтлă çул пулманни пăшăрхантарать. Хăй пуçарăвĕпех вăл çула тỹрлетме хăйăрне килсе тăкнă- ха. Хуçалăх пулăшсан, çывăх вăхăтрах вак чулне те сарса тикĕслесшĕн. Кирек мĕн каласан та ял халăхне чăн малтан пахалăхлă çул кирлĕ- çке.

Темиçе çул каяллах яла тирлей-илем кĕртес енĕпе Алманчăсен хăйсен сĕмĕ пур, çуркунне кар тăрса урамри йывăçсене "прическа" тăваççĕ, аялти вуллине пĕр тикĕс шуратаççĕ, çỹп- çапа ятарласа техникăпа илсе тухаççĕ. Кашни урамрах çак йĕрке çирĕпленнĕ. Советсен урамĕнче те кил умĕсене тирпей- илем тунă вăхăтрах хуçалăх умĕсене пилешсем лартса хăварнă. Кашни çулах пăхса тăракан Тарăн çырмари йывăçсене те чылай çĕнетнĕ.

Алманчăсене кирек мĕнле ыйтăва та оперативлă та ырă енне татса пама вырăнти радиоузел ăнăçлă ĕçлени пулăшать. Çакă, палах, депутатсемшĕн те пысăк çăмăллăх. Ял тăрăх пуçлăхĕ Г. Фомин çирĕплетнĕ тăрăх, вĕсем тăтăшах радиопа ял тирпей- илемĕ, пушар хăрушсăрлăхĕ, ытти инкек-синкекрен асăрханас, тĕрлĕрен налуксене пуçтарас ыйтусемпе калаçусем ирттереççĕ. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа ЧР административлă йĕркелĕхе пăхăнмалли çичнен калакан саккунăн вуннăмĕш статьине сĕмсĕррĕн пăсса райадминистраци çумĕнчи адмкомиссине çакланнисем те пулман. Алманчăсем "килти" çỹп- çапа таврана сарманни кăмăллă. Тирпей- илем, хăтлăхыйтăвĕсене вĕсем хăйсен вăйĕпех татса пама тăрăшаççĕ. Халăхĕ те халăхлă, асăрхаттарăва çийĕнчех тỹрлетет. Çавăнпах ĕнтĕ кунта депутатсене те ял халăхĕпе ĕçлеме кăмăллă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика