Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ

02 сентября 2006 г.

Вĕренÿ çулĕ пуçланни - шкул ачисемшĕн, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амă­шĕшĕн савăнăçлă, хумхантаракан пулăм. Ĕнер, акă, çĕршыври пур шкулта та пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ.

Район пуçлăхĕ А.И.Криков Питĕркассинчи вăтам шкулта вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ирттернĕ торжествăлла линейкăна хутшăнчĕ. Александр Иванович Пĕлÿ кунĕ ячĕпе вĕренекенсемпе шкул коллективне, ашшĕ-амăшĕсене саламларĕ. Сăмах май, А.И. Криков 30 çул каялла хăй те çак шкултан вĕренсе тухнă. Вăл çакăншăн мухтаннине çирĕплетрĕ, малашне те Питĕркасси шкулĕ ÿсĕм çулĕпе малаллах талпăнасса шаннине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех А.И.Криков хăйĕн учительне М.Н.Сятрайкинана çитĕнекен ăрăва çирĕп пĕлÿпе тĕрĕс воспитани парас ĕçре ырми-канми тăрăшнăшăн Тав çырăвĕпе чысларĕ. Пĕрремĕш хут парта хушшине ларакан ачасем те (вĕсем 11-ĕн) парнесĕр юлмарĕç. Александр Иванович вĕсене кĕнекесем парнелерĕ. Шкул валли вара райадминистраци ячĕпе район пуçлăхĕ А.И.Криков компьютер комплекчĕ пачĕ. Каламалла, халĕ ку шкулта 8 компьютер пулать. Унсăр пуçне Александр Иванович “Чи лайăх класс ертÿçи-2006” конкурс çĕнтерÿçине Л.Ф.Ермолаевана райадминистрацин Хисеп грамотипе наградăларĕ, вĕрентÿ пайĕ ячĕпе шкула “Вĕрентÿ учрежденийĕсенче воспитани процесне йĕркелесси” республикăри конкурса активлă хутшăннăшăн Тав çырăвĕ, çавăн пекех шкул директорне А.И.Дерстуганова 55 çулхи юбилей ячĕпе тата ĕçри ÿсĕмсемшĕн Хисеп грамотипе шкул командине  интеллектуаллă вăйăсен районти турĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă ятпа Хисеп грамоти парса чысларĕ.

Унтан А.И.Дерстуганов пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, тĕрлĕ енпе палăрнă ачасене Хисеп грамотисем парса савăнтарчĕ.

Питĕркасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Т.Дмитриев та чун-чĕререн саламласа пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçусем, тăван шкула татах та хитрелетме, ÿсĕмсем тума сунчĕ. Анатолий Тимофеевич ял тăрăхĕ ячĕпе пултарулăхпа палăрнă ачасене Хисеп грамотипе наградăларĕ. Л.Гаврилова тата М.Вазина учительсем те художествăлла пултарулăх енĕпе тата ял пурнăçĕнче активлă пулнăшăн Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Шкул çумĕнчи пĕчĕк ачасен ушкăнĕ вара сехетлĕ пулчĕ.

Торжествăлла линейкăна районти почтамт начальникĕ О.М.Вазикова та хутшăнчĕ. Вăл Пĕтĕм Раççейри “Чи лайăх çыру урокĕ” (“Лучший урок письма”) конкурса республикăри 36 шкул, вĕсенчен районти 3 шкул хутшăннине палăртрĕ. Вĕсенчен Питĕркасси тата Мишеркасси шкулĕсем малти вырăнсене йышăннă. Ольга Михайловна шкула “Раççей Почти” ФГУП-ăн Тав çырăвне парса чысларĕ. Çавăн пекех Денис Стекольщиков почтамтра 2 сехет хушши Интернетпа тÿлевсĕр усă курмалли сертификата тивĕçрĕ.

“Асамат” ТЯО-на кĕрекен “Питеркинский” хуçалăхăн ертÿçи С.А.Кудряшов çуллахи вăхăтра ял хуçалăх ĕçĕсене хутшăннăшăн В.Ермолаева тата О.Вашуркинана премисем пачĕ.

Чылай çепĕç те ăшă сăмах М.Н.Сятрайкина тата В.Ф.Гаврилов учитель-ветерансем каларĕç. Çак шкултан вĕренсе тухнă, халĕ райадминистрацин архив секторне ертсе пыракан М.Е.Аливанкин вара шкула мечĕк парнелерĕ, спортра ÿсĕмсем тума сунчĕ.

Пĕрремĕш класа каякан Е.Герасимова пĕрремĕш шăнкăрав янăратрĕ, пурне те вĕренÿ çулĕ пуçланни çинчен пĕлтерчĕ. Унтан пурте Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкне халалласа ирттерекен пĕрремĕш урока пухăнчĕç. Вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ!

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика