Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туктамăшсем - уявра

09 августа 2006 г.

Чи малтанах сумлă хăнасене çак ялта пурăнакан Ирина Ермакова хĕр ача илемлĕ Чутай тумĕпе ĕлĕкхи чăваш йăлипе çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ. Унтан хăнасем туктамăшсен сăрине тутанса пăхрĕç. Ун хыççăн вĕсем сăмах илсе ял çыннисене уяв ячĕпе саламларĕç.

А.И.Криков Туктамăш районти пысăк ялсенчен пĕри пулнине палăртрĕ, çак ялта пурнăçламалли ĕçсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Александр Иванович ял халăхне сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Туктамăш - Ачкасси çула вĕçлеме, кĕпер туса пĕтерме шантарчĕ. Вăл туктамăшсене ял кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, уявра савăнма сĕнчĕ, унтан Н.В.Малова сăмах пачĕ.

Николай Владимирович çакăн пек уявра хутшăнма май килни уншăн çав тери пысăк чыс пулнине пĕлтерчĕ. Вăл ял уявĕсене ирттерни пĕр-пĕрне нумай вăхăт хушши курман юлташсене, тăвансене тĕл пулма пулăшмалли лайăх сăлтавсенчен пĕри пулни пирки асăнчĕ. Н.В.Малов ял-йыша малашне те туслă пурăнма чĕнсе каларĕ, ăнăçусем сунчĕ.

Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.К.Романов туктамăшсене саламланă май ку ялтан сахал мар паллă çын тухни çинче чарăнса тăчĕ. Унтан Валерий Константинович тасалăхпа тирпейлĕх енчен палăрнă кил-çуртсен хуçисене Дипломсем парса хавхалантарчĕ. Ку чыса С.Д.Сезяйкин, А.Т. Шихранкин тата М.С.Тагайкин тивĕçрĕç. Çавăн пекех Ю.Н.Сарин, Л.В.Ти­нехпейкина тата Д.В.Селянкин обществăлла пурнăçа активлă хутшăннăшăн райадминистрацин Хисеп грамотиллĕ пулчĕç. Туктамăш çамрăкĕсен футбол команди те сахал мар çĕнтерÿпе савăнтарнă, В.Прокопьев командира В.К.Романов укçан преми парса хавхалантарчĕ. Çавăн пекех Валерий Константинович пĕрремĕш хут уява хутшăнакан пепкесен амăшĕсене С.Судакована, А.Падюкована, Л.Павлована (вĕсем ку ялта çуралса ÿснĕ) саламларĕ.

Кунти тĕслĕх библиотека заведующийĕ Л.А.Деведерова вырăнти культура, спорт çитĕнĕвĕсемпе, библиотека тата клуб историйĕсемпе паллаштарчĕ. Районти ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче ĕçлекен хĕрсем ял халăхне илемлĕ юрăсем парнелерĕç. “Туслăх” ушкăн та парăмра юлмарĕ, юрăсем шăрантарса савăнтарчĕ. Туктамăшра çуралса ÿснĕ А.Печников та хăй кĕвĕлесе çырнă юрăсемпе тыткăнларĕ. Ирина Ермакова хĕр ача ял çыннисене ача юррисене парнелерĕ.

Уява Шупашкартан килсе çитнĕ чăваш çăлтăрĕсен ушкăнĕ те пуянлатрĕ. И.Шинжаев, Т.Хĕвел юрăçсем тата В.Вастулов юрăç-композитор шăрантарнă юрăсене туктамăшсем хаваспах йышăнчĕç. Чылайччен юрă-кĕвĕ янăрарĕ, ял çыннисем ташларĕç, савăнчĕç.

Палăртмалла, уявра Р.Ф.Печникован ал ĕçĕсене курма пулчĕ. Надежда тата Петр Удяковсем те уява хастар хутшăнчĕç, вĕсен пичкери тутлă сăрипе сахал мар çын сăйланчĕ. О.Секайкина та ял çыннисене кăпăклă сăра сĕнчĕ. Ял çыннисемпе хăнасене уявра аш шÿрпипе те хăналарĕç. Калас пулать, Туктамăш ял кунне лайăх ирттерме В.А. Григорьев тата А.Н. Давыдов спонсорла пулăшу парса пулăшнă.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика