Большечакинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕчĕ пулсан юр-вар пулать

23 июня 2006 г.

о Райпо ĕçĕ-хĕлĕ

Сĕчĕ пулсан юр-вар пулать

Ял çыннисемшĕн килти хуçалăхра туса илнĕ тата ял хуçалăх коопертивĕнче ĕçшĕн панă продукцие вырнаçтарасси - пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту. Хуçалăхсенчен чылайăшĕ ĕç укçи вăхăтра тỹлеймест, унăн виçи те пĕчĕк. Ял çынни, тĕпрен илсен, хушма хуçалăха аталантарса тупăш илме тăрăшать. Ялта вара темĕн валли те укçа кирлĕ: çурт-йĕр лартма, юсама, ачи-пăчине вĕрентме. "Потребкоопераци халăха укçа тума пулăшса чухăнлăха çĕнтерес ĕçе хăй çине илет. 20 тĕрлĕ ял хуçалăх продукцийĕпе чĕр тавар йышăнать. Кăçалхи 5 уйăхра сĕт - 692, аш-какай 15 тонна пуçтарнă. Сĕт тупăш кỹнине кура халĕ ялсенче хăшĕ-пĕри икшер-виçшер ĕне тытма пуçларĕ. Сĕте вара райпон лавккисем йышăнаççĕ. Акă, сăмахран, Аслă Чакри Э.Николаева сутуçă халăхран кунне 250 литр сĕт йышăнать. Хальхи вăхăтра 1 литр сĕте (3,4 процент çуллăхĕ пулсан) 4 тенкĕпе илеççĕ. "Юлашки вăхăтра халăхран сĕт пухассипе хăш-пĕр чăрмавсем пулчĕç, анчах эпир вĕсене вăхăтра татса пама пултартăмăр. Халĕ сĕте Канашри сĕт-çу базине тата Шупашкар хулин сĕт заводне леçетпĕр. Вĕсемпе ятарласа килĕшỹ тунă. Çакна палăртмалла: пирĕн райпон ял лавккисем кашниех тенĕ пек халăхран сĕт пухассипе активлă ĕçлеççĕ. Тепĕр майлă каласан социаллă миссие тĕпе хурса пурнăçласа пырса потребкооперацийĕн ял хуçалăх продукчĕсем туянасси, халăха тỹлевлĕ пулăшу ĕçĕсем парасси ỹссе пырать. Анчах çакна манмалла мар: халăхăн та пахалăхлă продукципе тивĕçтерме тăрăшмалла. Сĕт пирки илес пулсан, таса мар, йỹçнĕ сĕт ял лавккисене парас пулмасть, ĕне сунă чухне технологие çирĕп пăхăнмалла. Унсăрăн ăна сĕт-çу завочĕсем йышăнмаççĕ е ун хакĕ чакать. Ку вара халăхшăн меллĕ мар", - тет райпо канашĕн председателĕ К.Никитин.

Ял хуçалăх продукцине вырăнтах йышăнни халăхшăн лайăх. Килти хуçалăхра туса илнĕ аш-какайне, сĕте тата ытти чĕр тавара сутма кашниех Хусан пасарĕсене çити çỹреймест. Каяс пулсан та транспорт тăкакĕсем хаклă. Çавăнпа райпо хатĕрлевçисемпе килĕштерсе ĕçленине халăх лайăх ăнланать, çыхăну тытать. Малашне те çаплах пултăр.

З. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429410, Урмарский район, д.Большие Чаки, переулок Механизаторов, дом 5
Телефон: 8(83544) 43-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика