Управление по делам архивовОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МАЛАШЛĂХ УТĂМĔСЕМ

08 ноября 2005 г.

ЮЛАШКИ вăхăтра социаллă пурнăçа, политика тата экономика пурнăçне çутатакан архив докуменчĕсен пĕлтерĕшĕ палăрмаллах ÿснĕ. Патшалăх влаçĕсенче тăрăшакансен, тĕпчевçĕсен тата ыттисен ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçре те архив витĕмĕ пысăк. Халĕ тĕрлĕ учрежденири ĕçсене компьютерпа пурнăçлама тăрăшаççĕ. çакна пулах ĕç хăвăртлăхĕ те, пахалăхĕ те ÿсет.

Пурнăç сĕннипех пулĕ, 1996 çулта республикăра Раççейри архив учрежденийĕсенчен пуçласа электрон документацийĕсен центрĕ ĕçеме пуçлать. 2001 çулта ăна "электрон документацийĕсен архивĕ" ят параççĕ, 2005 çултанпа вăл - Чăваш Республикин патшалăх технотронлă документацииĕн архивĕ.

Паянхи кун архивăн тĕп ĕçĕсенчен, тĕллевĕсенчен пĕри - виртуаллă куравсемпе электрон кăларăмĕсем хатĕрлесси. Шел те, архив докуменчĕсене упрас тата вĕсемпе усă курас ĕçре кăлтăксем пур-ха. Сăмахран, документсен çийĕсем пахалăхне, сăнне çухатаççĕё, тĕпчевçĕсем патне те часах çитеймеççĕ. Çапах паха документпа, пуянлăхпа электронлă майпа усă курма пулать. Хăть мĕн чухлĕ!

Пĕр-пĕр çынна Чăваш Енĕн паллă çынни пирки информаци кирлĕ пулсан архива çул тытать-и-ха? çук пулĕ. Тăван çĕр историйĕ тата паллă çыннисем пирки тĕп документсемсĕр пуçне кам лайăх пĕлĕ? Интернета пула архив информацийĕпе - аудиовизуаллă документсемпе килтен е офисран тухмасăрах паллашма пулать.

Чăваш Енри архив службинче тăрăшакансем историре яланлăхах юлакан пĕрремĕш куравпа /"Чăваш автономийĕ: шырав, пулса тани, аталану"/ паллаштарчĕç. "Чăваш Республикин Патшалăх символĕсем" электрон курав та хăйне евĕрлĕхпе палăрать.

Сетьпе усă куракансене уйрăмах "Прогулка по старым Чебоксарам", "Чтобы помнили...", "Сиреневая гостиная" Интернет-куравсем килёшни туйăнать. Сăмах май, "Сиреневая гостиная" курав Пĕтĕм Раççейри "Моя малая Родина" конкурсра "Документалистика" номинацире диплома тивĕçнĕ.

Архив ĕçченĕсем çакăн пек электрон куравсем йĕркелесе документсемпе еплерех усă курас, халăх хушшинче сарас тата вĕсене сыхласа упрас тĕлĕшпе питĕ пысăк ĕç тăваççĕ. Чăваш Республикинчи Архив службин Интернет-сайтĕнче "Самой истории владенье...", "И.Я. Яковлев - великий чувашский просветитель", "Адмирал корабельных наук" виртуаллă куравсем вырăн тупнă. Кунти сайра тĕл пулакан документсем чылайăшне интереслентерме пултарнă.

"Спортивная гордость Чувашии" тата "Молодым везде у нас дорога!" сăн ÿкерчĕксен галерейи те пĕлтерĕшлĕ. Андриян Николаев космонавт летчике халалласа йĕркеленĕ "Наш Андриян" курав та сумлă. Выставка космос паттăрĕн пурнаçĕпе паллаштарать.

Архив электрон кăларăмĕсем хатĕрлени - малашлăха утăм туни.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
428017, Чувашская Республика, г.Чебоксары, ул.Урукова, 2а
Телефон: 7 (8352) 42-01-
Факс: 7 (8352) 42-08-
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика