Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт мĕн хак?

16 февраля 2024 г.

Сĕт мĕн хак?

«ШĂМĂРШĂ хыпарĕ» хаçатăн кăçалхи январĕн 26-мĕшĕнчи номерĕнче «Виçĕ кĕтỹ ăçта «çухалнă»?» статья пичетленсе тухсан редакцие шăнкăравлакан нумай пулчĕ. Пирĕн вулакансене округри килти хуçалăхсенче çулталăкра 121 пуç сăвăнакан ĕне чакни хытă пăшăрхантарать, чылайăшĕ çакăн сăлтавĕ сĕтĕн сутăн илекен хакĕ пĕчĕк пулнинче тесе шутлать.

Ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе эпир муниципалитет округĕн экономикăпа ял хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕпе Николай ВАЗАНОВПА тĕл пулса калаçрăмăр.

_ Хальхи вăхăтра Пуянкасси ял территорийĕн уйрăмĕнче _ Александр Перов, Васан ял территори уйрăмĕнче _ Владимир Кузьмин, Пăчăрлă Пашьел ял территори уйрăмĕнче _ Александр Сергеевич Чамеев, Геннадий Кудряшов, Ирфан Хамидуллов, Кивĕ Чукал ял территори уйрăмĕнче _ Александр Сергеевич Чамеев, Геннадий Кудряшов, Чукал ял территори уйрăмĕнче _ Александр Сергеевич Чамеев, Геннадий Кудряшов, Палтиел ял территори уйрăмĕнче _ Ирфан Хамидуллов, Фарид Азизов, Борис Кузьмин, Владимир Кузьмин, Анат Чаткас ял территори уйрăмĕнче _ Ирфан Хамидуллов, Артур Фарзутдинов, Карапай Шăмăршă ял территори уйрăмĕнче _ Александр Степанов, Шăмăршă ял территори уйрăмĕнче _ Ирфан Хамидуллов, Владимир Кузьмин тата Денис Ткалун сĕт пуçтараççĕ, _ терĕ Николай Петрович. _ Пирĕн округ сĕтне Патăрьелĕнчи «Молочная Индустрия» ООО, «Молокопровод» ТПК» ООО, Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи «Исток» СПСК, Патăрьел округĕнчи «Герой» ООО, Тутарстанри «Зеленодольский МПК» АО, Патăрьел округĕнчи «Молвест» ООО йышăнать.

_ Николай Петрович, халăхран пуçтаракан сĕте миçе тенкĕпе туянаççĕ?

_ Пур çĕрте те _ Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсемсĕр пуçне _ пĕр килограмшăн 22 тенкĕ тỹлеççĕ.

_ Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн халăхĕ хаклăрахпа е йỹнĕпе сутать?

_ Хаклăрах пулсан шавламастăмăр та, халăх та савăннă пулĕччĕ. Кунта ыттисенчен килограмне 1 тенкĕ пĕчĕкрех хакпа туянни пăшăрхантарать.

_ Сĕте йỹнетме тăрăшакан «паттăрсен» ятне хаçатра асăнса хăварар мар-и?

_ «Весна» ООО (Александр Александрович Степанов) пĕр килограмм сĕте 21 тенкĕпе çеç туянса пурне те тĕлĕнтерет. Çав вăхăтрах çак сĕте вăл Патăрьел округĕнчи «Молвест» ОООна 23-шер тенкĕпе сутать.

Кунта «Молвест» ООО пирки те хытах каламалла: ыттисем пурте предпринимательсенчен пĕр килограмм сĕте 24-шар тенкĕпе туянаççĕ пулсан, «Молвест» 23-шер тенкĕпе çеç йышăнать. Сăлтавĕ мĕнре-ха? Çакна хăйсем те уçăмлăн калаймаççĕ.

Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн халăхĕ вара хытă пăшăрханать: вĕсем сутакан сĕт пашьелсемпе палтиелсеннинчен хăш енĕпе япăхрах?

Пирĕн шутпа, Патăрьел округĕнчи «Молвест» ООО ертỹçисен хăйсем йăнăш тунине ăнланса илмеллех, халăхпа килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлемелле. Рынок саккунĕ çапла: хыт кукар пулсан, клиентсене çухатасси те часах. Вĕсем хаклăрах тỹлекен предприниматель патне куçма пултараççĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика