Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Республикăпа паллашрĕç

21 октября 2022 г.

 Шкул туризмне аталантарасси паянхи кун питех те пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн республикăра ку енĕпе çитĕнекен ăрăва курса тĕлĕнмелли пайтах. Культура историйĕн пуянлăхĕ пысăк. Унпа туллин усă курмалла.

 "Шкул туризмĕ" проекта пурнăçа кĕртнĕ май вĕренỹре çитĕнỹсем тăвакан тата обществăлла пурнăçа хастар хутшăнакан Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 8 класра вĕренекен Олег Самакин шкул ачисен "Чăваш Енре çул çỹревре" икĕ кунлăх культурăпа кану турне хутшăнчĕ.

Малтанхинче Мăкăрти кĕпере курса савăнчĕç ачасем. Авалхи Улатăр хулин культурипе паллашрĕç. "Раççей" кану çуртĕнче пулнă чухне пирĕн ентешĕн Альбина Юрату поэтессăн поэзи каçне хутшăнчĕç. Иккĕмĕш кунĕнче Трактор музейне çитрĕç. Республика тĕп хулин - Шупашкарăн - паллă вырăнĕсемпе киленчĕç.

 Аслă классенче вĕренекенсен кашни вĕренỹ дисциплинипе пĕлỹ илме тăрăшмалла.

Г. АЗМУКОВА, класс ертỹçи

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика