Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "СЭЛЭТ-БАТЫР" центр çамрăксене йышăнма хатĕрленет

09 сентября 2022 г.

Сентябрĕн 7-мĕшĕнче Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Тутарстан Республикинчи Наукăсен академийĕн академикĕпе тата чăн членĕпе, техника наукисен докторĕпе, Кзыл Чишмара çуралса ỹснĕ Джавдет Сулейманов профессорпа ачасемпе çамрăксен "Сэлэт Батыр" общество центрĕнче пулнă. Сăмах май каласан, кунти строительство ĕçĕсем çывăх вăхăтра вĕçленмелле. Çакна та палăртса хăвармалла, унăн учредителĕсем - Патăрьел район администрацийĕпе Джавдет Сулейманов.

 Реконструкци ĕçне 2020 çулхи июль уйăхĕнче пуçланă, виçĕ хутлă объекта кăçалхи кĕркунне хута яма палăртаççĕ. Центр регионсем хушшинчи пĕлтерĕшлĕ вĕрентỹ учрежденийĕ пулмалла, кунта ачасене информаципе коммуникаци, гуманитари технологийĕсене алла илме пулăшĕç, вĕрентỹ площадки вĕсене пур енлĕн аталанма май парĕ.

Учредительсем палăртнă тăрăх асăннă центр никĕсĕнче çулталăкĕпех ачасене тĕрлĕ енĕпе аталанма вĕрентĕç, пĕрлехи культурăпа çутĕç мероприятийĕсене йĕркелеĕç, кỹршĕ районсемпе регионсенчи пур конфессисемпе халăхсемшĕн хутшăну вырăнĕ пулса тăрĕ.

Ĕçлĕ канашлура объектпа паллашнă май вĕрентỹ организацийĕн территорине хăтлăх кỹрес, тирпейлес, йывăç-тĕм лартас, çав вăхăтрах Кзыл Чишма ялне малалла та аталантарас ыйтусене те хускатнă.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика