Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХЫÇРА 90 ÇУЛ

11 февраля 2022 г.

  • Кĕçĕн Таяпа ялĕнче тÿрех икĕ ветеран – Леонид Кудряшов тата Раиса Матвеева 90 çул тултарнине паллă тунă. Сумлă пулăмпа вĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров саламланă, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă открыткине вуласа панă тата парнепе чысланă.
  • Леонид Константиновичăн ачалăх çулĕсем уй-хирпе, каярахпа фермăпа çыхăннă. 40 çул ялти шкулта завхоз пулса ĕçленĕ. Халĕ те «ылтăн алăллă» теççĕ ăна. Пулас çурт проектне тумалла-и, чÿрече рами ăсталамалла-и, алăк лартмалла-и – çынсем ун патне васканă. Мăшăрĕпе – Роза Михайловнăпа – 65 çул пурнăç çулĕпе пĕрле утаççĕ, 5 ача пăхса çитĕнтернĕ.
  • Раиса Ермиловна нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Хаяр вăрçă пуçлансан 9 çулхи хĕр ача уйра тантăшĕсемпе пĕрле пучах пуçтарнă, çум курăк çумланă. Шкул пĕтерсен дояркăра вăй хунă, хăмла çитĕнтернĕ. Вăл Николай Федорович мăшăрĕпе пĕр хĕре пурнăç парнеленĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика