Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăну хăми вырнаçтарчĕç

05 августа 2022 г.

Чăваш Енри Мухтавлă ентешсен çулталăкĕнче Шăнкăртамра нумай çул ял Совет председателĕнче ĕçленĕ Зарифулла Еремеев çурчĕ çине асăну хăми вырнаçтарнă. Зарифулла Алимович ял аталанăвĕшĕн курăмлă ĕç тунă.

 Çак ятпа йĕркеленĕ мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов, АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕн çумĕ Тальгат Шакуров, Чăваш Республикин вĕрентỹ институчĕн ректорĕ, филологи наукисен докторĕ Юрий Исаев, Пĕтĕм Раççейри тутар çемйисен фончĕн директорĕ Миляуша Гарифуллина, Чăваш Енри Общество палатин членĕ Шарипжян Касаров, мăсăльман прихучĕсен имамĕсем тата ял халăхĕ хутшăннă.

Асăну хăми вырнаçтарассине АПК ветеранĕсен канашĕн ларăвĕнче йышăннă.

Общество организацийĕн çак пуçарăвне пурте ырланă. Зарифулла Еремеев Шăнкăртамра çуралса ỹснĕ. Ĕçлĕ пурнăçне 17 çулта "Звезда" колхозра пуçланă. Пахчаçă, бригадир, колхоз председателĕ пулнă. 39 çул вара ял Совет председателĕнче ĕçленĕ.

Ăна ЧАССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе, "Ĕçре палăрнăшăн" медальпе наградăланă.

А. КАПИТОНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика