Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАЛЛĂ СĂВĂÇ

04 августа 2022 г.

ПАЛЛĂ СĂВĂÇ

Эпир, Энтепесем, хамăр ялта кун çути курнă Любовь Федорова паллă сăвăçпа мăнаçланатпăр.

70 çул каялла ял ачисемпе пĕрле выляса-кулса ỹснĕ, çуркунне çерем çинче чупнă, выльăхсем пăхнă, çулла колхоз ĕçне çỹренĕ вăл. Çичĕ çула çитсен тăван ялти 8 çул вĕренмелли шкула вĕренме кайнă. Çиччĕмĕш класра пĕрремĕш сăввине — «Çат, çат автан» хайланă. Хĕр ачана сăвă çырма Мария Ивановна вĕрентекен хавхалантарнă. Ун хыççăн сăвăсем çырман-ха вăл. Хăй вара редколлеги членĕ пулнă май, класс хаçатне пĕчченех кăларса тăнă: çырнă, ỹкернĕ. «Ỹкерме питĕ юрататтăм. Художник пулас шухăш та пурччĕ», — аса илет Людмила Михайловна ачалăха.

Тăван чĕлхене юратнăран вăтам шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологи уйрăмне вĕренме кĕрет. Студент чухне вăл сăвă çырас ĕçе çĕнĕрен пуçăнать. Энтепе пики юратса пăрахать. Юрату авăрне лекнĕскер шухăшĕсене сăвăсенче шăрçалать те шăрçалать. 1971 çултан вара Любовь Федорова поэзире чăнласах тимлеме пуçлать. Юратнă çынни ăна хавхалантарса пырать, сĕнỹсем парать. Каярахпа унăн ĕçĕсем республикăри хаçат-журналсенче пичетленме тытăнаççĕ. Люба хавхалансах «Çил çунат» литература пĕрлешĕвне çỹрет, унăн активлă членĕ пулса тăрать. Университетра вĕреннĕ чухне Блок, Есенин, Хусанкай сăввисене тишкерет, сăвă техникине сăнать, вĕсенчен вĕренет, поэзинчи хăйĕн сассине тупать. Малтанах вăл «Салампи Шурăмпуç» псевдонимпа усă курать. Вĕрентекенĕ ăна хăйĕн ячĕпех пичетленме сĕнет.

Çамрăк педагог алла професси илсен шкула çул тытать. Малтанах Тĕмер, Аслă Пăла Тимеш, Энтепе шкулĕсенче ĕçленĕ-ха вăл. Унтан хулари шкулта чылай çул ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

1991-1992 çулсенче «Пике» журналта тăрăшать. Хальхи пурнăçпа çыхăннă «Зоя аппа», «Кам айăплă?», «Юрă-ташăпа пĕрле», «Кивви çĕннине упрать» тишкерỹллĕ статьясем пичетлет. 1993 çулта Любовь Федоровăна «Пике» журналăн Эмине ячĕллĕ преми лауреачĕн ятне параççĕ.

Ентешĕмĕр хăйĕн сăввисене пуçтарса 1992 çулта «Йỹçĕ пыл» ятлă пĕрремĕш кĕнекине пичетлесе кăларать. Уншăн вăл 1992 çулхи вулакансен премийĕн лауреачĕн ятне тивĕçет.

Пурнăç кăткăс та пăтрашуллă, тĕпрен илсен çакăн пирки шухăша каять те çамрăк сăвăç хăйĕн сăввисемпе поэмисенче. Çавăн пекех кĕнекере юратупа туслăх çинчен çырнă сăвăсем те пур. Авторăн хайлавĕсем хăйне евĕрлĕхĕпе палăрса тăраççĕ.

1996 çулта унăн «Çỹл тỹпере çич çăлтăр» кĕнеки кун çути курать. Унта 16 хĕрарăм-сăвăçăн хайлавĕсене кĕртнĕ. Вĕсен хушшинче — Любовь Федорова поэтессăн сăввисем те.

«Çичĕ хĕлĕхлĕ тĕнче» — авторăн тепĕр кĕнеки.

2004 çулта пултаруллă вĕрентекен «Пĕлỹ çăкăр ыйтмасть» кĕнеке кăларма мехел çитерет. Ăна вырăс шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕренекен тĕрлĕ ỹсĕмри ачасем валли хатĕрленĕ вăл.

Любовь Михайловна 1994 çултанпа Раççей писателĕсен Союзĕн членĕ. Унăн лирика тĕнчи питĕ анлă. Тем çинчен те çăмăллăнах, çынсене ăнланмалла çырать вăл. Пур поэт хускатакан темăсемпех хăйне евĕр сăвăсем калăплать. Унăн поэзийĕ тарăн шухăшлă. Публицистикăллă поэмăсен шутне «Халал», «Кĕлмĕç» хайлавсем кĕреççĕ. Автор вĕсенче социаллă танмарлăха сивлет. Пурнăç кăлтăкĕсене çĕнтерме хистет.

Тăван чĕлхене юратни унăн кашни сăвă йĕркинчех палăрать.

«Чĕкеç пекех аннемшĕн
Чĕкеç чĕлхи тупăп-ши?»

Тăван халăх шăпи те сăвăçа канăçсăрлантарать. Ун пирки те шутлать вăл. Çак шухăша эпир «Чăваш тĕрри», «Шăпăр шăпи» сăввисенче тĕл пулатпăр:

«Хитре сурпан çакать ман халăх,
çире ун — тĕрĕллĕ кĕпе,
Сахал-и пирĕн ылтăн алă,
ĕçе хурать кашни тĕпе».

Любовь Федорова пысăк та таса чунлă, юратма пĕлекен çын. Пуринчен ытла — тăван амăшне. Хăйĕн юратăвĕ пирки хăйне евĕр çырать. Ытти сăвăçсем пек амăшĕн сăнарне ỹстерсе кăтартмасть. Пурнăçра мĕнле пур, çавăн пек çырать. Амăшне юратни кашни йĕркесенчех туйăнать:

«Аннеçĕм, эс сап-сар чечек те марччĕ,
Куçу та йĕтĕн тĕслĕ йăлкăшман.
Халь тăратса сана хампа лартасчĕ,
Эс пур чухне пачах эп йăнăшман.
Пур инкеке анне çине тиетпĕр,
Эс чирлесен те — айăплă вăлах,
Ỹксессĕн те çаплах : «Анне», — теетпĕр,
Анне кулли — çурхи хĕвел, паллах.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Г.ВЕНИКОВА, вĕрентекен.
Л.ДАНИЛОВА, библиотекарь

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика