Татарско-Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Награда хавхалантарать

29 июля 2022 г.

Чăваш Республики 2017 çултанпа Раççейри шахмат федерацийĕпе Еленăпа Геннадий Тимченкосем йĕркелекен ыр кăмăллăх фончĕн проектне хутшăнать. Унта кашни районах явăçать. Пăлаçипе Юхма Ен тăрăхĕнчен вара Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем те хастарлăх кăтартаççĕ. Тупăшусем вĕрентỹ организацийĕсенче шахматла выляма вĕрентес ĕçе мĕнле йĕркеленине, çĕнтерỹçĕсене палăртма май параççĕ.

Кăçалхи конкурсран та пушă алăпа таврăнмарĕç Тутар Сăкăтсем. Иккĕмĕш вырăна тухса диплом тата 165 пин тенкĕлĕх сертификат çĕнсе илчĕç. Мала тухнисене республикăри вĕрентỹ институтĕнче чысларĕç. Чăваш Енри шахмат федерацийĕн председателĕ Михаил Мельник саламланă май "Шкулсенчи шахмат" проект пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ. Пĕрлех малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Раççей чемпионачĕн юбилейлă 75-мĕш суперфиналне ачасене хутшăнтарассине те палăртрĕ.

 Награда илнĕ май шкулсем хăйсен ĕçĕпе паллаштарчĕç, видеороликсем кăтартрĕç.

Сăмах май çакна та палăртмалла. Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта шахматла выляма вĕренмешкĕн ятарлă кĕтес тунă. Занятисене И.Козлов вĕрентекен ертсе пырать. Унăн ĕçĕпе шкул директорĕ Г.Сабитова та кăмăллă.

А. КАПИТОНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429357 Чувашская Республика Батыревский район д.Татарские Сугуты, ул.Школьная,д.21
Телефон: 8(83532) 69-3-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика