Сигачинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрудитсен турнирĕ

29 июля 2022 г.

 Шăхач ялĕнчи библиотекăра эрудитсен турнирĕ иртрĕ.

Ачасен çуллахи канăвне усăллă ирттерес тĕллевпе йĕркеленĕ ăна. "Ыйтăвĕсем манăн - хуравĕсем сирĕн" ятпа пулчĕ вăл. Ачасем икĕ ушкăна уйрăлчĕç. Тĕрĕс хуравшăн команда кашнийĕнчех çăлтăр илчĕ. Пĕрремĕш турта конвертпа ĕçлерĕç. Уйрăм сăмахсенчен ваттисен каларăшĕсене тупмалла пулчĕ. Иккĕмĕшĕнче вара саспа вуласа панă пĕр-пĕр сыпăка вырăс тата ют çĕршывсенчи авторсен произведенийĕсенчен илнине тавçăрма тиврĕ. Малалла тата интереслĕрех пулчĕ. Сăнласа панă хыççăн хура ешчĕке хунă япалана пĕлмелле.

Тавçăрулăх кашнийĕнчех кирлĕ. Çапла пĕтĕмлетỹ турĕç турнира хутшăнакансем. Малашне те кĕнеке вулама кирлине палăртрĕç.

 (Хамăр корр)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район д.Сигачи ул Победы 2
Телефон: 8(83532) 69-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика