Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медицина - унăн туртăмĕ

05 июля 2022 г.

- Манăн ĕçри тĕп тĕллевсенчен пĕри халăха диспансеризаци кăларасси пулса тăрать. Тĕллевлĕ тĕрĕслев чире пуçламăш тапхăртах палăртма май парать. Ун пек чухне пациентпа тата çывăхланатăн. Ăна кун йĕркине мĕнле тытса пымаллине сĕнетĕн. Эмелсемпе усă курма ыйтатпăр. Куçа-куçăн калаçнин усси пурах,- тет Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле практика офисĕн тухтăрĕ, республика конкурсĕнче "Чи лайăх пĕтĕмĕшле практика врачĕ" ята тивĕçнĕ Татьяна Ильина. Вăл участокри 1400 ытла çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе тăрать.

Татьяна Михайловна сиплев ĕçне ытларах калаçу мелĕпе усă курса йĕркелесе пыма тăрăшать. Унсăрăн пациентăн сывлăхне пĕлейместĕнех. Юн пусăмĕ ỹсе- кеннисемпе е чаканнисемпе хăйне майлă сăмах пуçарать. Тухтăр сĕнекен эмелсене палăртнă вăхăтра куллен ĕçмеллине асăрхаттарать. Сывлăш çулĕ питĕрĕнекеннисене йывăр ĕçрен пăрăнма ыйтать. Хырăмлăх аптратакансене çуллă мартарах апата ваккăн çимеллине аса илтерет тата ытти те.

Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралса ỹснĕ Татьяна Михайловна. Ачаранах тухтăр пулас ĕмĕт çуралнă унра. Ашшĕ те çакна мала хунă. Çемьере сиплевçĕ кирлине çитĕнекен ăру çамрăк чухнех сахал мар хускатнă. Шкулта лайăх вĕреннĕ хĕр. Биологипе хими малашлăхра кирлине шута илсе вĕсемпе тата ытларах тăрăшнă. Алла аттестат илсен вара И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çул тытнă. Терапевт пулас килнĕ унăн. Пурне те кирлĕ çын.

Кĕнеке вуламасăр, пĕлỹ тĕнчине путмасăр ниепле те сиплев ĕçне пикенейместĕн. Вĕреннĕ вăхăтра университет пурнăçне те хастар хутшăннă хĕр. Спортпа туслă пулнă. Интернатура Шупашкар хула больницинче тухнă.

 Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă, теççĕ. Татьяна Михайловнăна хула пурнăçĕ хăй патне илĕртмен. Сиплĕ вăрман сывлăшĕ, шăнкăртатса юхакан шывĕ, чĕвĕлтетекен тĕрлĕ кайăк сасси чуна çывăх тăнă. Диплом илсен вăл "Ял тухтăрĕ" программăпа район больницине килнĕ. Унсăр пуçне 6 çамрăк хăйсен ĕç биографине çакăнта пуçлама кăмăл тунă.

Хăйсен ял каччипе Александр Ильинпа çемье çавăрсан çамрăк мăшăр Нăрваш Шăхальнех тĕпленнĕ.

 Тухтăр патне йышăнăва тĕрлĕ ыйтупа пыраççĕ.

Пациента эмелпе çеç сиплеме тăрăшмасть тухтăр. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, тĕрĕс апатланни, пур-çукшăн кулянма кирлĕ маррине вырăна хуни, пĕр-пĕринпе чуна уçса калаçни, хăвна ху хисеплени малта пулнине ĕнентерме пăхать.

- Суйласа илнĕ ĕçе пархатарлă тесе шутлатăп. Çынсен пурнăç шăпине татса парасси, тĕрĕс пĕтĕмлетỹ туса кăткăс сиплев ĕçне пуçăнасси ансатах та мар. Илнĕ пĕлĕве ĕçпе çирĕплетме тăрăшатăп. Çакăншăн вăхăта та, вăй-хала те шеллеместĕпех,- тет Татьяна Михайловна.

Надежда Зайцева, Елена Александрова, Зоя Иракина медицина сестрисемпе пĕрле ĕçлет Татьяна Ильина. Пĕри те çĕнĕ çын мар вĕсем кунта. Ĕç стажĕсем кашнийĕн çителĕклех.

- Çамрăксене, малашлăхлă кадрсене яланах çул пама тăрăшатпăр эпир. Хăйсен те хастарлăхĕ пысăк вĕсен. Аслă юлташĕсем вĕрентсе, пулăшса пыраççĕ. Специалистсем - сывлăх сыхлавĕн, больницăн пуласлăхĕ,- тет район больницин тĕп тухтăрĕ Николай Тинюков.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика