Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анастасия Краснова - çĕнтерỹçĕ

30 июня 2022 г.

ЫХРА Çырминчи вăтам шкулта вĕренекен Анастасия Краснова пур енĕпе те пултаруллă та хастар. Кăçалхи вĕренỹ çулĕн вĕçĕнче вăл Хусанта вырăс чĕлхипе иртнĕ регион шайĕнчи конкурсран призер пулса таврăнчĕ. Халĕ, акă, каллех тепĕр çитĕнỹ. Çак кунсенче çеç Шупашкарта Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа йĕркеленĕ наукăпа практика конференицийĕнчен çĕнтерỹпе таврăннă. Настя "Сирĕн умăрта пуçа таятăп, мухтавлă ентеш!" ятпа эссе çырса ăна тỹресем умĕнче хỹтĕленĕ. Вĕренỹ отличници хăйĕн творчество ĕçĕнче районăн хисеплĕ çынни Лев Кураков академик пирки çырнă, вăл чăнласах та мухтава тивĕçлине, унпа район, республика çыннисем мăнаçланнине уçса панă.

Çамрăк пикене çак ĕçе пурнăçлама чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Кулакова пулăшса пынă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика