Новочурашевское сельское поселение Ибресинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи ĕçсене ăнăçлă вĕçленисене – наградăсем

23 июня 2022 г.

Çурхи уй-хир ĕçĕсем кăçал ытти çулхинчен юларах килчĕç, çакă çанталăк сивĕ тата çумăрлă тăнипе çыхăннине вулакансем чухласа илмеллех. Çĕр çынни çапах пуçне усмарĕ – çуртрисемпе çĕр улмине планпа пăхнă чухлех акса-лартса хăварчĕ. Хресченĕн кăмăлне пĕлнĕ пекех, çанталăк ăшăтрĕ.Акнă-лартнă культурăсем шăтса тухса вăй илме пуçăнчĕç.

Йăлана кĕнё йĕркепе çурхи ĕçсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа ирттерекен районтиĔç, Юрă татаСпорт уявĕнче - Акатуйра иртнĕ çулти пĕтĕмлетÿсене тата ял хуçалăхпроизводствин чи тăрăшуллă ĕçченĕсене палăтса хăварнă. Ял çыннисем калăпăшлă ĕçсене пурнăçласа ырми-канми тăрăшнине хак параканни- тивĕçлĕ награда.

Кăтартуллă ĕçленĕ уйрăм специалистсемпе хуçалăхсене наградăсемпе хавхалантарнă:

Раççей Федерации Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине «Путиловка» агрофирма механизаторне Юрий Захарова парса чысланă;

Раççей Федерации Ял хуçалăх министерствин Тав хучĕпе Йĕпреç район администрацийĕн ял хуçалăх секторĕн тĕп специалист-экспертне Дина Ивановăна тата «Трудовик» агрофирмăра ĕне сăвакан Оксана Шагуковăна наградаланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавне тата алла çыхмалли сехете «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалахăн пĕрлехи заказчик дирекцийĕ» муниципаллă предприяти энергетикĕ Андрей Киселев тата Централизациленĕ библиотека тытăмĕнчи тивĕçтерÿ пайĕн ертÿçи Ольга Емельянова тивĕçнĕ.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăланисем:

Р. Айсын - «Заря» агрофирма директорĕ;

М. Егорова - «Красный партизан» колхозăн ĕне сăвакан операторĕ;

А.Казаков-«Рассвет» АО слесарь-сантехникĕ;

Л. Максютова- «Рассвет» УАО склад заведующийĕ-экспедиторĕ;

   Э. Новикова - «Рас­свет» УАО операторĕ;

Р. Павлова - «Крас­ный партизан» колхозан ёне савакан операторё;

Н. Удюрова - «Пат­ман» ЯХПК ĕне сăваканĕ.

Тĕрлĕ ведомство наградисене тивĕçнисене уйрăммăн палăртса хăвармалла:

Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх мини­стерствин Хисеп грамотипе «Каналсеть+» директорне С. К. Семенова наградăланă.

Раççей Федерации «Ял территорисене комплекслă аталантарасси» Патшалăх программипе килĕшÿллĕн ялта çурт çĕклеме е туянма уйăракан социаллă тÿлеве ил- мешкĕн май паракан свидетельствăна Д.Н.Яковлев хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тăрăшакан Г. Ю. Кириллова панă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе Чăваш патшалăх пуканесен театрĕн актерне Г.Кириллова наградăланă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Тавĕпе Йĕпреç районĕн Депутатсен Пухăвĕн депутачĕсене А.Лаврентьева тата К. Питимирова, район администрацийĕн социаллă программăсен секторĕн пуçлăхне А. Л. Захарова чыспанă.

Чăваш Республикин Пат­шалăх Канашĕн Депутачĕн Р.Алексеевăн Тав çырăвне Йĕпреç районĕнчи «Çĕнтерÿшĕн» хаçат редакцийĕн редакторне А. Анисимовăна пар­са хавхалантарнă.

Уй-хирсенчи калчасене йышăннă комисси пĕтĕмлетĕвĕпе 1-мĕш степень дипломне «Патман» ЯХПК (предприяти ертÿçи Влади­мир Никифо­ров) тивĕçнĕ.

2021 çулта ял хуçалăх предприятийĕсен хушшинче пынă экономика ăмăртăвĕнче «Красный партизан» кол­хоз (ертÿçи Николай Иванов) мала тухса куçса çÿрекен «Ылтăн пучах» кубока çĕнсе илнĕ.

Механизаторсем хуш­шинче пынă хĕрÿăмăртура çаксем палăрнă:

Çурхи ĕçсене пурнăçласа 1-мĕш вырăна «Пионер» агрофирмăри В.Кириллов йы­шăннă;

«Трудовик» агрофирмăриА. Романовăн 2-мĕш кăтарту;

«Империя» агрофирмăриА. Васильев 3-мĕш тухнă.

Ытти хастар механизаторсене те палăртса хăварни вырăнлă:

В.Арсентьев - «Трудо­вик» агрофирма;

Л. Гордеев-«Империя» агрофирма;

Ю. Захаров-«Путилов­ка» агрофирма.

В.Иванов - «Красный партизан» колхоз;

С.Кириллов – «Пионер» агрофирма;

С.Краснов – «Рассвет» УАО;

В.Никитин – «Патман» ЯХПК;

С.Никитин – «Заря» агрофирма.

Пĕлтĕрхи кăтартусене пĕтĕмлетсе «Професи енĕпе чи лайăххи» хисеплĕ ят илнине çирĕплетекен хĕрлĕ хăюсем çакса янă:

«Ял хуçалăх предприятийĕн чи лайăх ертÿçи» - «Красный партизан» колхоз председателĕ Н.Иванов;

«Ял хуçалăх предприятийĕн чи лайăх специалисчĕ» - «Красный партизан» колхоз механикĕ В.Антонов;

«Чи лайăх механизатор» - «Красный партизан» колхозри Н. Пашков;

«Чи лайăх водитель» - «Заря» агрофирма ĕçченĕ А. Федоров;

«Тĕрлĕ ĕç пурнăçлакансенчен чи лайăххи» - «Им­перия» агрофирмăра тăрăшакан В. Захарова;

«Ĕне сăвакансенчен чи лайăххи» - «Империя» агро­фирмăри Л. Антонова;

«Сысна пăхакансенчен чи лайаххи» - «Рассвет» УАО сысна çурисене ÿстерекен оператор К. Сергеева;

«Ĕне пăхакансенчен чи лайăххи» - «Империя» агро­фирмăра вăй хуракан А. Филиппов.

Йĕпреç район администрацийĕн Хисеп гра­мотипе наградăланисем:

В. Казаков - Йĕпреçри металл шăратакан заводăн производство пуçлăхĕ;

К. Давыдов - «Импе­рия» агрофирма тракторисчĕ;

     В. Захарова - «Рас­свет» УАО хуралĕ;

Д. Кириллов - «Крас­ный партизан» колхоз скотникĕ;

Н. Курбаназарова - «Трудовик» агрофирма поварĕ;

С. Лазарев-«Рассвет» УАО кормоцех операторĕ;

Н.Макарова - «Рас­свет» УАО аслă поварĕ;

Н. Николаев-«Патман» ЯХПК выльăх ĕрчетекенĕ;

Ю. Ремнев - «Импе­рия» агрофирма тракторисчĕ;

Т. Федорова - «Заря» агрофирма бухгалтер-кассирĕ;

А.Юркин – «Пионер» агрофирма тракторисчĕ;

В.Кузнецов – Йĕпреçри техника инвентаризацийĕн бюровĕн кадастр инженерĕ;

С.Кузнецова - Йĕпреçри техника инвентаризацийĕн бюровĕн кадастр инженерĕ.

Йĕпреç район администрацийĕн Тав хучĕпе наградăланисем:

А.Андреева - «Красный партизан» колхозăн ĕне сăвакан;

А.Ванифатьева – «Трудовик» агрофирма сутуçи;

А.Васильев – «Империя» агрофирма тракторисчĕ;

С.Кириллов - «Пионер» агрофирма тракторисчĕ;

Н.Никитина – «Патман» ЯХПК рабочийĕ;

В.Салмин – «Заря» агрофирмăра тăрăшакан.

«Йĕпреçсен ентешлехĕ» общество юхăмĕн Хисеп грамотипе тата хакла парнепе наградăланисем:

Д.Васильев – «Красный партизан» колхоз механизаторĕ;

А.Захаров – «Путиловка» агрофирма механизаторĕ;

В.Осипов – «Патман» ЯХПК механизаторĕ.

 

Источник: За победу

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика