Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Строительство объекчĕсенчи лару-тăрупа паллашнă

23 июня 2022 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Пикшик, Тăрăн, Шăнкăртам тата Патăрьел ял тăрăхĕсенчи АПК, вĕрентỹ, спорт тата çул-йĕр сферинчи строительство объекчĕсене çитсе курнă.

Пикшик ял тăрăхĕнче "Молочные зори" кооператив талăкра 100 тонна таран типĕтнĕ сĕт хатĕрлекен завода тăвассипе малалла ĕçлет. Кооператив председателĕ Зульфир Алигберов пĕлтернĕ тăрăх, объект йăлтах хута кайсан талăкра 200 тонна продукци кăларма пуçлать, 70 çын валли вăй хумалли вырăн хутшăнать.

 Тăрăн ял тăрăхĕнче Тăрăнти клуба "Вырăнти культура çурчĕ" проектпа килĕшỹллĕн çĕнетеççĕ. Юсав ĕçне иртнĕ çул пуçăннă.

 "Демографи" наци проекчĕн "Спорт - пурнăç норми" федераци программипе Треньелĕнче физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекс хута кайнă. Стадионта футболла вылямалли ятарлă (искусственный) курăк сарнă уй, çăмăл атлетсем валли синтетика витĕмлĕ çул, баскетбол тата волейбол лапамĕсем, тренажерсем, салатса пуçтармалли трибуна тата ытти те пур.

 - Ку объектра юр кайнă хыççăн хăш-пĕр çитменлĕхсем палăрчĕç, çавна май халăх кăмăлсăрланать. Эпĕ ăна хамăн тĕрĕслевре тытатăп, çывăх вăхăтра подрядчикпа ыйтăва татса парассине сỹтсе яватпăр, - тенĕ муниципалитет пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

Çавăн пекех Тăрăнта "Çĕрпỹ-Ульяновск-Тăрăн" автоçулăн хĕррисене пĕр çухрăм тăршшĕ вак чулпа çирĕплетессипе "Стройкомфорт" пĕрлешỹ (ертỹçи - Айрат Аюпов) строителĕсем тăрăшаççĕ.

Шăнкăртамра "Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ" республика программипе Ленин урамĕнчи 2,5 çухрăм çула 80 млн тенкĕлĕх çĕнетмелле. Ăна икĕ тапхăрпа тăваççĕ, çавна май ĕç 2023 çулта тин вĕçленет. Объектшăн "Дорстар" пĕрлешỹ (ертỹçи Вячеслав Козлов) яваплă.

"Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ" наци проекчĕн "Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси" федераци программипе "Халăхсен туслăхĕ" парк территорине 7 млн тенкĕлĕх хăтлăлатмалла. Строительство ĕçĕсем кăçал вĕçленеççĕ.

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ объектсене çитсе курнă май ялта пурăнакансен пурнăçне хăтлăлатнин пĕлтерĕшĕ пысăккине, подрядчиксене графике пăхăнса тата пахалăхлă вăй хумаллине çивĕчлетнĕ.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика