Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕç - чун киленĕçĕ

07 июня 2022 г.

Кзыл Чишмара пурăнакан Альфия Абдрахмановна Сабируллина тивĕçлĕ канăва тухни нумай çул иртнĕ пулин те юратнă ĕçĕ пирки паянхи кун та мăнаçланса каласа парать. Тутарстанри Пăва районĕнчи Хĕрĕхсутак ялĕнчен качча килсе тĕпленнĕ хĕрарăм тавра ялта пурăнакан мĕн чухлĕ çемьене телей, савăнăç парнелемен-ши? Медицина училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн вăтăр çул ытла акушеркăра тăрăшнă специалист çураттарнă пепкесене паян шутласа та пĕтереймĕн. Халĕ вĕсен кашнийĕн хăйсен çемйи, ачи-пăчи, мăнукĕсем. Хăш-пĕр чухне паянхи кун та ялти хĕрарăмсем ача çуратнă чухне Альфия аппана хĕрне е ывăлне алла илме пулăшнăшăн тав туни медицина ĕçченĕ чăнласах та хăйĕн ĕçне чунтан кăмăлласа пурнăçланине тепĕр хут çирĕплетсе парать.

- Кзыл Чишмара çемье çавăрнă хыççăн ялти участокри больницăри ача çураттаракан уйрăмра ĕçлеме пикентĕм. Кун валли ятарлă палата пурччĕ. Çемьене савăнăç парнелесси маншăн пысăк телейччĕ. Паллах, кирек мĕнле мăшăр та кун çути курнă пепкине алла илсен тем пекех хĕпĕртенĕ. Маншăн вара вăл икĕ хут савăнăçчĕ. Тутарсем те, чăвашсем те ача çуратма килнĕ пирĕн участока. Тухтăрсемпе питĕ килĕштерсе ĕçлеттĕмĕр. Герольт Иванов, Рифкать Немакаев, Энвер Валиуллин коллектива ăнăçлă ертсе пыратчĕç. Çавăнпа хамăр та пĕр çемьери пек туслăн пурăнаттăмăр,- кăмăлтан аса илет хăйĕн юратнă ĕçне медицина службин ветеранĕ Альфия Абдрахмановна.

Юратнă ĕç чун киленĕçĕ пуласси мăшăртан та нумай килет. Ку тĕлĕшпе те Альфия аппа хăйне телейлĕ тесе шутлать. Нумай çул колхоз председателĕн çумĕ пулса тăрăшнă Миркалям Гибадуллович (йывăр тăпри çăмăл пултăр) çĕр варринче хăй те мăшăрне сиплев учрежденине, йывăр çын хĕрарăма пулăшу пама сахал мар леçнĕ. Ачисем пĕрин хыççăн тепри пĕчĕк пулнине пăхмасăрах акушерка яланах хăйĕн професси тивĕçне пурнăçлама, çыннăн пурнăçне çăлма васканă.

Паян медицина ĕçченĕн хисеплĕ ветеранĕ Марсел ывăлĕпе тата Фания кинĕпе килĕштерсе пурăнать. Фания Ферехетдиновна та шурă халатлисен сферинчех тăрăшать, фармацевт çирĕм çул ытла ялти аптекăра ĕçлет. Хуньамăшĕпе кинĕн тăпри пĕр тенĕ евĕр, вăл та ял-йышра хисеплĕ, мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ, аслă пĕлỹ илме пулăшнă, иккĕшĕ те хăйсен специальноçĕсемпе ĕçлеççĕ.

 П. КИРГИЗОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика