Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂВАН КИЛ ПЕКЕХ ÇЫВĂХ

27 мая 2022 г.

ТĂВАН КИЛ ПЕКЕХ ÇЫВĂХ

Паянхи библиотекаре сăнлакан пахалăхсем — çынпа хутшăнма пĕлни, тарăн пĕлỹ, кăмăллăх. Библиотекарь умĕнче тăракан тĕп тĕллев — кĕнеке çуртне килекенсене хăтлăх туса парасси, пĕрре килсе курнă вулаканăн малашне тата та кунта килес туртăмне аталантарасси. Кĕнекен илемлĕ тĕнчине тĕрĕс уçса парасси те унранах килет. Пирĕн тытăмра 29 библиотекарь вăй хурать.

Эпир кулленхи ĕçре «Вăрçă. Çĕнтерỹ. Астăвăм», «Вула, Елчĕк ен!», «Çĕнĕ технологисене вĕрентекен шкул», «Çулла. Хĕвел. Кĕнеке» проектсемпе тата программăсемпе усă курса ĕçлетпĕр. Халăха, уйрăмах çамрăксене, кĕнеке патне туртăнас туйăма аталантарас тесе тĕрлĕрен массăллă мероприятисем йĕркелеме тăрăшатпăр. Куравсемпе çĕнĕ кĕнекесен хаклавĕсем, литературăллă каçсемпе портрет-каçсем, вулав конференцийĕсем, çавра сĕтелсем, йăла-йĕркене упракан вăйăсем вулакансене кĕнеке вуланисĕр пуçне ытти хатĕрсем урлă информаципе паллашма, хăйсене интереслентерекен хыпарсене пĕлме май пулнине кăтартаççĕ. Çакă ĕçре витĕмлĕ пулăшу кỹрет.

Наукăпа технологи çулталăкĕнче талантлă çамрăксемпе тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. Пĕтĕм тĕнчипе иртекен «БиблиоКаç-2021» акцине тата «Раççей символĕсем: космос çитĕнĕвĕсем» олимпиадăна хутшăнса ача-пăча хăйĕн таланчĕпе, пултарулăхĕпе палăрчĕ. Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне халалланă мероприятисем пахалăхĕпе палăрчĕç, чĕре çинче суран йĕрне хăварчĕç. Уйрăмах районти культура ĕçченĕсемпе ỹкернĕ «Çĕр тата чĕре çинче хăварнă суран» фильм вулакансене тыткăнларĕ. Ачасем валли хатĕрленĕ лэпбук «Сурский рубеж: как это было?» иртнĕ кун-çутине сăнласа панă, асатте-асаннесен паттăрлăхĕпе, хăюлăхĕпе паллаштарнă.

Çулталăк тăршшĕпех кĕнеке тусĕсене «литература тĕпелĕ» йыхравлать. Кунта тĕрлĕ конкурссем иртеççĕ: «Аннен юратнă кĕнеки», «Аттесем вулаççĕ», писательсен юбилейĕсем тĕлне хатĕрленĕ вулав каçĕсем. Елчĕк енрен тухнă авторсемпе тĕл пулусем ирттересси ырă та çирĕп йăлана кĕнĕ.

Библиотекăна пыракансен нумайăшĕ право тата социаллă информаципе кăсăкланать. Пирĕн патра право пулăшăвĕсен центрĕ тата «Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕн» Чăваш Енри уйрăмĕн консультаци пункчĕ ĕçлет. Прокуратура сотрудникĕсемпе администраци специалисчĕсем халăха интереслентерекен ыйтусем çине тулли хуравсем параççĕ.

Библиотекарьсем Раççей, республика шайĕсенче иртекен акцисемпе конкурссене хутшăнаççĕ. Калăпăр, пĕлтĕр 88 конкурспа акцие хутшăнса 22-шĕнче çĕнтерỹçĕсем пулса тăтăмăр. Çавăн пекех республикăра 10-мĕш хут иртекен «21 ĕмĕрти библиотека» ăсталăх конкурсĕнче чăваш чĕлхине упраса хăварас ятарлă проект «Тăван чĕлхе — анне чĕлхи» пурнăçларăмăр.

Районти библиотекарьсене, ĕçтеш-ветерансене, вулакансене, социаллă партнерсене Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ ячĕпе саламлатăп. Тăван чĕлхене, культурăна, чăваш халăхĕн йăли-йĕркине упраса хăварас тата пуянлатса пырас тĕллевпе малалла ăнтăлса ĕçлеме, кĕнекепе туслă пулма, çыравçăсен пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашма чĕнетĕп. Библиотека вулаканшăн та, библиотекарьшĕн те ăшă кил пулса юлтăр.

А.ПЕТРОВА,
централизациленĕ библиотекăсен тытăмĕн директорĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый библиотекарьсем хушшинче

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика