Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧĔМПĔРТЕ ПУЛТĂМĂР

29 апреля 2022 г.

ЧĔМПĔРТЕ ПУЛТĂМĂР

Чĕмпĕр облаçĕнчи Ульяновск районĕнчи Салмановкăри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен регионсем хушшинчи «И.Я.Яковлев çуралнăранпа — 174 çул» ятпа çавра сĕтел иртрĕ. Унта Елчĕк районĕнчи педагогсем те хутшăнчĕç.

Чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелекенне чыслакан уява «Ульяновски районĕ» муниципалитет пĕрлĕхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горячев, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Владимир Бабайкин, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Елена Мустаева, Ульяновск хулинчи 57-мĕш, Салмановкăри шкулсен ертỹçисем тата ыттисем мероприятие хутшăнакансене паллă кун ячĕпе саламларĕç. Курнавăш шкулĕнчи Вера Вороновăпа Надежда Кузнецова ĕçĕсем пурин кăмăлне те кайрĕç. Вĕсене Ульяновск облаçĕнчи Вĕренỹпе воспитани министерствин дипломĕпе чысларĕç.

Çавăн пекех вĕрентекенсем Салмановкăри шкулти краеведени, Чĕмпĕр хулинчи И.Я.Яковлевăн музейĕсенче пулчĕç. Аслă Патриархăмăр çемйи пурăннă вăхăтри хваттерĕпе, унăн тăхăмĕсене халалланă документлă экспозиципе, чăваш учителĕсен шкулĕн мемориал класĕпе паллашрĕç. Иван Яковлевăн пĕтĕм пурнăçĕ тăван халăхпа, ăна çутта кăларас ĕçпе çыхăннине, унăн теветкеллĕ пуçарулăхĕ паян та чăвашсене чăмăртанса тăма пулăшнине аса илчĕç. Чăваш культуришĕн тĕлĕнмелле сумлă ĕçсем туса хăварнă Аслă вĕрентекенĕмĕре халалласа унăн палăкĕ умĕнче пуç тайрăмăр.

Районтан тухнă паллă ентеше Олег Мустаева асра тытса, унăн чăвашлăха аталантарас тесе тунă пархатарлă ĕçĕсене сума суса Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн тĕп çуртĕнче пулса куртăмăр.

Мероприяти вĕрентекенсемшĕн усăллă иртрĕ.

Н.КУЗНЕЦОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: уява хутшăннисем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика