Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЫН ĔÇПЕ ИЛЕМЛĔ

29 апреля 2022 г.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче йышăннă 57-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн район экономикине, вĕренĕве, сывлăх сыхлавне, культурăна аталантарассинче пысăк тỹпе хывнăшăн, ĕçре пысăк çитĕнỹсем тунăшăн 2022 çулта районти Хисеп хăми çине çак çынсен сăн ỹкерчĕкĕсене вырнаçтарма йышăннă:

Полина Олеговна АНДРЕЕВА, йывăр атлетика енĕпе Раççей спорт мастерĕ, Раççей Первенствин çĕнтерỹçи тата призерĕ, çĕршыв Кубокĕн, 2021 çулхи Европа Первенствин призерĕ;

Убайдулла Алтмишевич БЕКМУРАТОВ, Елчĕкри тĕп больницăри терапевт тухтăр;

Надежда Гениевна БОБИНА, «Стройэнергосервис» ОООри экономист;

Марат Фаритович ГИЛЬМУТДИНОВ, уйрăм предприниматель;

Надежда Владимировна ГОРШКОВА, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ;

Алексей Ардалионович ДАНИЛОВ, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта физика тата астрономи предмечĕсене вĕрентекен;

Никита Сергеевич ДОЛГОВ, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекен;

Анатолий Владимирович ЕФИМОВ, Раççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн полици пайĕн капитанĕ;

Андрей Владимирович ИСАКОВ, «Ритуал» ОООри сварщик;

Виктор Виталиевич КАРЧИКОВ, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕ;

Владимир Иванович КОЗЛОВ, «Победа» ОООри механизатор;

Галина Валериевна КРАСНОВА, «Эмметево» ОООри зоотехник;

Петр Алексеевич МАРКОВ, Кĕçĕн Таяпари Б.П.Головин хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи механизатор;

Алевтина Владиславовна ПЕРЦЕВА, «Комбайн» ЯХПКри выльăх-чĕрлĕх пăхакан;

Юрий Валерьевич ПЕТУХОВ, Лаш Таяпари культура çурчĕн заведующийĕ;

Любовь Петровна РОМАНОВА, «Яльчикский коопторг» ОООри лавкка заведующийĕ;

Людмила Геннадьевна СМИРНОВА, Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ;

Надежда Геннадиевна СУСМЕТОВА, районти тĕп больницăри реанимаци уйрăмĕнчи медсестра-анестезист;

Юрий Николаевич ЦВЕТКОВ, хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи;

Алексей Федорович ШАДРИКОВ, хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика