Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАЛĂХПА ПУРĂНАКАН ХАЛСĂР МАР

25 апреля 2022 г.

ХАЛĂХПА ПУРĂНАКАН ХАЛСĂР МАР

Тăрăм ял тăрăхĕн администрацийĕ хăйĕн ĕçне Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх çинчен калакан саккунĕсемпе тата ял тăрăхĕн уставĕпе, вырăнти депутатсен пухăвĕн йышăнăвĕсемпе килĕшỹллĕн пурнăçласа пырать.

Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн тăрăхри 6 ялта 560 хуçалăх шутланса тăрать. Халăх йышĕ — 1212. Вăл шутран арçынсем 604, хĕрарăмсем — 552.

Ялсенче вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем йышланса пыни савăнтарать. 80 çултан иртнисем 78-ăн. Тăрăмри Антонина Емельянова, Хĕрлĕçырти Раиса Иванова, Тăрмăшри Валентина Осипова 90 çула, Тип Тимешри Христофор Карпов 91 çула хыçа хăварчĕç. Вăл арçынсенчен чи ватти. Анатри Тимешри Елена Игнатьева майăн 9-мĕшĕнче 101 çулне кĕтсе илĕ.

Шел пулин те, вилекенсен йышĕ пĕчĕк мар. Иртнĕ çул 26 çын çĕре кĕнĕ, 6 ача çуралнă. Çемье çавăракансем те питĕ сахаллăн. 13 çемьере 3 е ытларах ача çитĕнет. Нумай ачаллисене çĕр лаптăкĕ уйăрса парасси малалла пырать.

Ял çынни çĕр çинче вăй хурассине тата килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усрассине тĕпе хурать. 283 пуç ĕне выльăх (вăл шутран сăвăнакан ĕнесем — 185), 400 пуç сурăх-качака, 3280 пуç кайăк-кĕшĕк тытаççĕ. Ĕне çемьене тупăш кĕртнине кура ỹркенменнисем вĕсен йышне ỹстерме тăрăшаççĕ. Виçĕмçул та, пĕлтĕр те ĕнесен йышĕ чакман. 185 ĕнешĕн патшалăхран субсиди илнĕ.

Ял тăрăхĕн территорийĕнчи «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕ, «Урожай» сахал яваплă общество, 7 хресчен (фермер) хуçалăхĕ тĕш тырă, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илессипе ĕçлеççĕ. Вĕсем хăйсен ĕç-хĕлĕпе районта та палăраççĕ.

Çулсеренех территорисене тирпей-илем кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Пирĕн тăрăхра хытă каяшсене пуçтаракан будкăсене 12 вырнаçтарнăран унчченхи пек çỹп-çап вĕçсе, сапаланса выртмасть халĕ.

Хамăр пурăнакан кĕтес тирпейлĕ те хăтлă пултăр тесе тăрăшасси кашни гражданинăн тивĕçĕ. Çулран-çул ялсен сăн-сăпачĕ улшăнса хăтлăхĕпе, илемĕпе илĕртет. «Рассвет» хуçалăх ертỹçипе Юрий Мясниковпа ăнланса, килĕштерсе вăй хунăран таврана тирпей-илем кỹрес ĕçе чун ыйтнипе пурнăçлатпăр. Пĕлтĕр Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсене асăнса 170 пилеш, 30 юман хунавĕсем лартса хăвартăмăр.

Масарсене тирпейлĕ тытса тăрасси те тĕп вырăнта. Юр кайса пĕтсен, Çимĕк уявĕ çитес умĕн Тăрăмри Валерий Кириллов, Тăрмăшри Валентина Соловьева, Анатри Тимешри Олег Александров, Кипеçри Елена Сергеева старостăсен пуçарулăхĕпе субботниксем йĕркелеççĕ. Палăртса хăварас килет: Тип Тимешри ялта е хулара пурăнакан çамрăксен активлăхĕ иксĕлмест. Çулсеренех вĕсем кивĕ масар лаптăкне вĕрене вĕтлĕхĕсенчен тасатаççĕ, мал енчи тимĕр картана сăрласа çĕнетеççĕ. Анатри Тимешсем вара масар юписене кашни çулах шуратса тăраççĕ. Пĕлтĕр Тăрмăшри, Хĕрлĕçырти масарсен пỹрчĕсене юсама мехел çитертĕмĕр.

Пирĕн ял тăрăхĕнче почта çыхăну уйрăмĕ, Перекет банкĕн филиалĕ, 3 фельдшерпа акушер пункчĕ, 5 суту-илỹ лавкки, 2 культура çурчĕ, 2 библиотека вырнаçнă. Унти ĕçченсем хăйсен тивĕçне çỹлти шайра пурнăçлаççĕ.

Ял çыннисем ĕçри хастарлăхĕпе кăна мар, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе те маттур. Районта иртекен массăллă ăмăртусене хутшăнас енĕпе те активлă. Хамăр ентеш, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республикăри кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн президенчĕ, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ Юрий Карпов йĕркеленипе кире пуканĕ йăтассипе иртекен ăмăрту Тăрăмри культура çуртĕнче пулни пирĕншĕн пысăк чыс. Пĕлтĕр Тип Тимешре ача-пăчана вылямалли площадка хута янă.

Ял хушшинчи çул-йĕр ыйтăвне манăçа кăлармастпăр. Иртнĕ çул Хĕрлĕçырти Мирная, Тăрмăшри Северная, Анатри Тимешри Набережная урамсенчи çулсене юсанă. Вырăнти çулсене вак чул сарасси кăçал та çивĕч тăрĕ. Тăрăмри, Анатри Тимешри Полевая урамсене йĕркене кĕртме палăртнă. Çавăн пекех «Халăх пуçарулăхĕ» проектсене ĕçе кĕртсе Тăрăмра ача-пăчана вылямалли площадка ăсталама, Тип Тимешре масар лаптăкне пысăклатса çĕнĕ карта тытма палăртнă. Калас пулать, юлашки çулсенче çак енĕпе 9 проект пурнăçа кĕчĕ.

Ял тăрăхĕн администрацийĕнче 5 çын тăрăшать. Коллектив туслă, пĕр-пĕрне ăнланса, халăхшăн тăрăшса ĕçлетпĕр. Манăн заместитель Людмила Смирнова кунта 2006 çултанпа тăрăшать. Пысăк квалификациллĕ, пуян опытлă. Елена Карпова аслă специалистăн стажĕ те пĕчĕк мар — 10 çул. Çарпа учет ĕçне Ирина Петрова инспектор пĕлсе йĕркелесе пырать. Алена Мясникова тирпейлỹçĕ 20 çул ытла çуртри хăтлăхшăн, тирпей-илемшĕн тимлет. Ял халăхĕнчен илтекен ăшă сăмах пире ĕçре хавхалантарать. РФ, ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Кириллов халăхпа пĕр чĕлхе тупма пĕлнишĕн мухтать пире.

Пурнăç шав малаллах шăвать. Çавна май ялсене аталантармалли, унта пурăнакансен пурнăçне лайăхлатмалли тĕллевсем те пĕчĕк мар. Чи кирли — ыйтусене вăхăтра татса парассишĕн ăнтăлни.

Кăçал республикăра Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ пулнă май культура çуртĕнче хамăр тăрăхри паллă çынсене халалланă баннер вырнаçтартăмăр. Мĕн тесен те чи пысăк пуянлăх вăл пирĕн — кунта çуралса ỹснĕ пултаруллă та харсăр çыннăмăрсем.

А.ТРОФИМОВ,
Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика