Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçченлĕхпе хастарлăх - ăруран-ăрăва

05 апреля 2022 г.

Чăваш хĕрарăмĕ... Санăн черчен аллусем пурнăçра мĕн кăна курман-ши? Вăхăтра тыррине акмалла, вырмалла, сăвăрмалла, авăртмалла, вăрлăхне хатĕрлемелле, пỹлмене кĕртмелле... Унсăр пуçне тата мĕн чухлĕ ытти ĕç! Уйăх çутипе ĕçе пикенетĕн те хĕвел анса пытансан çеç уйран кĕретĕн. Тĕш тырăпа тулнă йĕтем çинче те эсех, чăваш хĕрарăмĕ. Пур вăйран тăрăшатăн, кунтан-кун çитĕнỹ тума васкатăн.

Çакăн пек ĕçчен те сăпайлă, патвар та тĕреклĕ хĕрарăмсенчен пĕри Лукария Ефремовна Раськина пулнă. Вăл 1914 çулхи пукравра кун çути курнă. Ашшĕ-амăшĕ ăна çамрăклах ĕçе хăнăхтарнă, пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăхсене çĕнтерме хавхалантарнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан яш-кĕрĕмпе арçынсене тăшмана хирĕç çапăçма илсе кайнă. Ялти мĕн пур ĕç-пуç çамрăк хĕрарăмсемпе ачасем çине тиеннĕ. Лукария аппа тăтăшах хуçалăхри йывăр ĕçсене пурнăçланă. Йĕтем çинче тырă алланă вăхăтра вăл тулли михĕсене пĕчченех çĕкле-çĕкле хунă. Пушă вăхăтра хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх валли армана çăнăх авăртма васканă. Утса мар, чупса çỹресе ĕçленĕ çамрăк хĕрарăм. Яланах ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнă.

 Вăрçă пуçланнă çулхине çĕр улми кăларса иличченех юр çуса лартнă. Çавна пула ана çинче пĕрисем шăпăрпа юра шăлса пынă, теприсем йăранти çимĕçе кăларнă. Кунта та Л. Раськина ыттисенчен уйрăлса тăнă. Пухăннă халăха хавхалантарса ĕçлеме пулăшнă. Лукария аппана пултарулăхĕпе хастарлăхне кура çăмăл мар ĕç шанса параççĕ: фронтрисем валли чăлха-нуски çыхма хуп сỹмелле, ăна типĕтмелле. Çак яваплăха та вăл чун-чĕререн пурнăçласа пынă.

1943 çулхи çу уйăхĕнче Нăрваш Шăхалĕнчи Назарпа Лукария Раськинсен çемйине "çĕнĕ кайăк" хутшăннă. Хĕрачана София, чăвашла Суня тесе ят панă. Амăшĕ ăна та мĕн ачаран ĕçе вĕрентнĕ. Соня та ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсанах колхозри ĕне фермине вырнаçнă. Доярка ĕçĕ йывăр пулсан та вăл мĕн пур вăйран лайăх ĕçлес тесе тăрăшнă. Ун чухне сĕт ан йỹçĕхтĕр тесен флягăсене каçхине çырмари шыва лартмалла пулнă. Ирхине вара каялла илсе хăпартса лаша ураписем çине тиесе Турхана леçнĕ.

 Çу уйăхĕ пуçлансанах ĕнесене çуллахи лагере ăсатнă. Вăл Нăрваш Шăхалĕнчен чылай аякра, Упамса вăрманĕнчех вырнаçнă. Шăпах çакăнта тăрăшнă вăхăтра София Назаровна районти ăмăртура мала тухса куçса çỹрекен вымпела илме тивĕçет. Вăл кашни ĕнерен сĕт суса илессипе республикăра та 1-мĕш вырăна тухнă. Каярах ăна "Труд" хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ятпа та чысланă.

 1967 çулхи раштав сивви ялта пурăнакансене пурне те хăратнă. Соня аппашăн вара вĕсем чи савăнăçлă та ăшă кунсем шутланнă. Çемьене пĕчĕк Коля килсен вăл çав тери хĕпĕртенĕ. Николай кунпа мар, сехетпе ỹснĕн туйăннă кукамăшĕпе амăшне. Пĕчĕккĕллех унăн аллинчен пуртă-мăлатук кайман. Кỹршĕри Петĕрпе Энтри пичче те çамрăк ачаран яланах тĕлĕннĕ. "Ывăлун пуласлăхĕ пысăк...",- тенĕ кỹршĕ-аршă ун чухнех ывăлне хак парса.

Шкулта вĕреннĕ чухне те Николай Раськин вĕрентекенсене хăйĕн пĕлĕвĕпе тĕлĕнтернĕ. Уншăн вĕренме йывăр предмет пулман. Çав вăхăтрах вăл спортра та малтисен йышĕнче шутланнă.

Коля чăваш литературипе сочиненисене тарăн шухăшлă, ытарлă, килĕшỹллĕ çыратчĕ. Предложенисем пĕрин хыççăн тепри лайăх сыпăнса пыратчĕç. Çав вăхăтрах хаçат-журналпа та çыхăну тытатчĕ, заметкăсем çыратчĕ. Анчах та ăна шăпа çыравçă пулма пỹрмен. Каччăна ытларах çар ĕçĕ килĕшнĕ. Çавна май вăл 1985 çулта Владивостокри çар училищине экзаменсене лайăх паллăсемпе тытнă хыççăн çăмăллăнах вĕренме кĕрет. Кунта 5 çул вĕреннĕ хыççăн 30 çула яхăн тинĕс-çар карапĕсем çинче яваплă вырăнсенче ĕçлет. Кунта та Николай Никандрович хăйĕн тавра курăмĕпе тĕлĕнтернĕ. Паян унăн çемье архивĕнче упранакан тĕрлĕ шайри награда та çакнах çирĕплетет. Вĕсенчен чи сумли - Раççей Президенчĕ В. Путин алă пусса панă "За спасение погибающих" медаль.

Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн вăл çемйипе тăван яла, Нăрваш Шăхальне таврăннă. Паян вĕсем 31 çул пĕрле пурăнакан Анна Михайловна мăшăрĕпе пахча çимĕç туса илеççĕ, сад-пахчана пуянлатаççĕ, капăрлатаççĕ. Хуçалăха типтерлĕ тытса тăраççĕ. Мăшăр пĕр ывăл çитĕнтерсе воспитани панă. Паян виçĕ мăнукĕн çитĕнĕвĕпе савăнса пурăнаççĕ. Н. Раськин 2015 çултанпа Нăрваш Шăхаль ял тăрăхне ертсе пырать.

Роза ПАВЛОВА, Светлана ФРОЛОВА, РФ педагогика ĕçĕн ветеранĕсем.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика