Шальтямское сельское поселение Канашского района ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра АПК ветеранěсен курса тěлěнмелли нумай пулчě.

01 апреля 2022 г.

Республикăри АПК ветеранěсен конференцийěн ěҫне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечěн Председателěн ҫумě-ял хуҫалăх министрě Сергей Артамонов тата район администрацийěн пуҫлăхě Сергей Михайлов хутшăнчěҫ. Туслă йышпа пуҫтарăнса общество организацийěн ěҫне пěтěмлетиччен ял хуҫалăх оранизацийěн ěҫне пěтěмлетичен ял хуҫалăх отраслěнче вăй хурса тивěҫлě канăва тухнă ветерансем валли район тăрăх ҫул ҫӳрев йěркелерěҫ. Чи малтан вěсем «Пионер» агрофирмăна ҫитсе курчěҫ. Хуҫалăхăн  ěҫ тăвакан директорě Игорь Мазюков хăнасене машинăпа трактор паркěпе паллаштарчě. Ветерансем техникăна юсамалли хăтлă мастерскоя, тырă склачěсемпе ял хуҫалăх техники упракан ҫěнě ангарсене кěрсе курчěҫ. Умра-ҫур аки. Ҫавна май ушкăнтан ҫурхи ěҫсемпе ҫыхăннă ыйту паракан чылай пулчě. «Пионер» агрофирма ěҫченěсем халь тесен халь уй-хире тухма хатěр.

Шелттемсем кăҫал ял хуҫалăх культурисене 679 гектар ҫинче туса илме палăртаҫҫě.

Шелтем ял тăрăхěнче «Мелилотус» кооператив та вырнаҫнă. Унăн производство цехěсем аграри ветеранěсене уйрăмах тыткăнларěҫ. Экскурсие кооператив ертӳҫи Николай Николаев хăй йěреклерě, пыл тултаракан, квас тата лимонад хатěрлекен производство линийěсем, ҫавăн пекех патшалăх пулăшěвěсем ҫинчен тěплěн чарăнса тăчě. Экскурси вěҫленсен шелттемсен паха продукцине кашниех тутанса пăхса хак пама пултарчě.

Республикăри АПК ветеранěсен отчетпа суйлав конференцийě районти культура ҫуртěнче иртрě. Общество организацийěн ěҫне пěрлешӳ председателě Александр Самылкин пěтěмлетрě.

Конференцире иртнě ҫулхи ěҫсене пěтěмлетнипе пěрлех общество организацийěн  малашлăхри ҫул-йěрне палăртрěҫ, хастаррисене наградăсем парса хавхалантарчěҫ.

Первоисточник: Канаш ен

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике   
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429324, Чувашская Республика, Канашский район, д. Новые Шальтямы, ул. Спортивная, д. 2
Телефон: 8(83533) 62-5-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика