Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СПОРТ ХЫПАРĔСЕМ

01 апреля 2022 г.

Аслă Елчĕксен çитĕнĕвĕ

Ял тăрăхĕсенчи хĕрарăмсен командисем хушшинче иртнĕ волейбол чемпионатĕнче тунă ăна.

Кунашкал çитĕнỹ тахçанах пулман-тăр. Вĕсем Елчĕк, Лаш Таяпа, Курнавăш командисене парăнтарса çĕкленнĕ пьедестал çине. Уйрăм вăйăçăсенчен Екатерина Петрушкина (Аслă Елчĕк), Алина Паймина (Çĕнĕ Пăва), Ирина Кудрявцева (Кĕçĕн Таяпа) палăрнă.

Çавăн пекех вĕренỹ тытăмĕнче ĕçлекенсем те волейбол турнирĕнче тупăшнă. Кунта «Улăп» ФОК хастарĕсен тата Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулти хĕрарăмсен командисем çĕнтернĕ.

4-мĕш турнир

иртнĕ ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Сергей Шелтукова асăнса.

Йывăр атлетикăра çĕнтерỹçĕсем — çĕнĕ ятсем тухни савăнтарать. Матвей Волковпа Тихон Александров (Елчĕк шкулĕ), Кирилл Кудрявцев (Патреккел) тата ытти вĕсем пек маттурсем Шелтуковсен, Александр Портнов, Денис Портнов çемйисен, «Елчĕк çамрăкĕсем» фончĕн кубокĕсене, укçан призĕсене тивĕçнĕ.

ГТОн пĕчĕк тусĕсем

Вĕсем Патреккел шкулĕнчен, 1-мĕш класра вĕренекенсем.

Палăртнă тестсене ăнăçлă пурнăçланă май Арсений Кузьмин, Елизавета Михайлова, Александра Николаева часах «ылтăнлă» пулĕç.

Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем пневматикăлла винтовкăран тĕл перессинче тĕрĕсленĕ хăйсене.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика