Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХĔРАРĂМСЕМ КАНАШЛАНĂ

25 марта 2022 г.

Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче районти хĕрарăмсен Канашĕн вырăна тухса йĕркелекен тĕл пулăвĕ иртнĕ.

Районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Лариса Васильева ертсе пынипе пулса иртнĕ çавра сĕтел хушшинчи тĕл пулăва хĕрарăмсен канашĕн пайташĕсемпе пĕрле вырăнти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталия Сундулова тата ялти ытти хастар хĕрарăмсем хутшăннă.

Кун йĕркинче палăртнă ыйтусем паянхи куншăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ, вĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Луганскпа Донецк Республикисенче пурăнакансемпе Раççейри çар çыннисене гуманитари пулăшăвĕ кỹмелли, 2022 çула Чăваш Енре Паллă ентешсен çулталăкĕ тесе палăртнă тата Елчĕк районĕ 95 çул тултарнине кĕтсе илме хатĕрленнĕ тапхăрта хĕрарăмсен Канашĕ хăй умне конкретлă тĕллевсем илет. Унсăр пуçне, хĕрарăмсем социаллă ыйтусене татса пама хутшăнас ĕçсенчен те айккинче тăрса юлманни, паллах. Çемьесенче пушă вăхăта мĕнле ирттернине пропагандăлассине, чăваш халăхĕн йăли-йĕркине аталантарасссине тата ыт.те хăйсен тивĕçĕ тесе шутлаççĕ вĕсем.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика