Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техника паркĕ çĕнелет

29 марта 2022 г.

Юлашки икĕ çулта районĕпе 114 единица трактор, 19 комбайн, 200 ытла ял хуçалăх агрегачĕ туяннă. Çулталăк пуçланнăранпа кăна 12 "хурçă ут", пĕр уй-хир "карапĕ" тата тиекен хатĕр илсе килнĕ.

 Техника паркне çĕнетессипе "Батыревский" пĕрлешỹ ăнăçлă ĕçлет. Мартăн 24-мĕшĕнче кунта виçĕ МТЗ-82 тата пĕр МТЗ-12.21 тракторсем хутшăннă.

 -Туяннă техникăн 40 процентне каялла патшалăх тавăрса парса пире пысăк çăмăллăх кỹрет. Тракторпа машина паркĕ çĕнелни хирти тата ытти ĕçсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама май парать, - тет хуçалăх ертỹçи Петр Ялуков.

 Александр Петров фермер хуçалăхне те çак кунах 13 млн тенкĕ тăракан "Кировец" К-739 М Стандарт1 трактор çитнĕ.

 Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов ертỹçĕсемпе тĕл пулнă май ака ыйтăвне те хускатнă, ăна агротехникăна, хăрушсăрлăх техникине пăхăнса ирттерсе ямаллине каланă.

Пĕтĕмĕшле илсен районта яваплă тапхăра хатĕр. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем тракторсемпе кăкарса çỹремелли хатĕрсене юсассине тимлĕх çителĕклĕ уйăрма тăрăшаççĕ.

 Виктор Игоревич Чăваш Ен ял хуçалăх министерстви Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2014 çулхи декабрьте кăларнă простановленине улшăнусем кĕртме проект хатĕрленине, çавна май унпа килĕшỹллĕн малашне субсидилинекен ял хуçалăх техникин шутне ỹстерме палăртнине пĕлтернĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика