Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçа усман, йывăрлăхран хăраман

25 марта 2022 г.

 Çĕнĕ Ахпỹртре пурăнакан Зинаида Петухова (хĕр чухнехи Гордеева) 1936 çулхи июль уйăхĕнче çуралнă. Нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ашшĕ салтак аттине тăхăннă. Амăшĕ 9 ачапа килне тăрса юлнă. Унтан аслă ывăлĕн те çар тивĕçне пурнăçлама ят тухнă.

 - Анне почта ĕçе вырнаçрĕ. Почта уйрăмĕ Шăнкăртамраччĕ, вăл унта лашапа çỹретчĕ. Канаша çырусем илме кайни те пулнă. Пурнăç питĕ йывăрччĕ. Ачасем выçăпа вилетчĕç. Пирĕн килте ĕне пулнă, çавăнпа сывă тăрса юлтăмăр, - тесе аса илет вăрçă ачи. - Каярах аннене армана тĕрĕслевçе лартрĕç. Унта ĕçленĕшĕн ăна пĕр кĕрепенке çăнăх паратчĕç, çавăнтан шỹрпе пĕçерсе паратчĕ пире.

Зинаида Леонтьевнăн ашшĕ вăрçăран çĕнтерỹпе таврăннă, анчах унăн хăрах куçĕ пулман.

- Атте вăрçăра вилнĕ çынсене те лашапа турттарнă. Трактор шăтăк чавнă чухне юр айĕнчен çынсем тухнă, тет. Мĕнле тỹснĕ-ши?

Вилĕмпе те пĕрре мар куçа-куçăн тăнă. Пĕринче çапла Мощин хушаматлă юлташĕпе чукун çул хĕрринчен инçе мар пулнă. Поезд килнине илтсен айккинерех кайса выртнипе çеç чĕрĕ тăрса юлнă, тăшмансем ун çине бомбăсем пăрахса чăл-пар салатнă, - тесе каласа паратчĕ.

Вăрçă хыççăн та ялсемпе хуласене ура çине тăма çăмăл пулман, кашнийĕ ырми-канми тăрăшнă. Зинаида Леонтьевна яла пĕрремĕш молотилка килнине, уншăн халăх мĕн тери савăннине те лайăх ас тăвать. Ĕç кăшт та пулин çăмăлланни те мĕн тери паха пулнă!

Вăрçă ачи шкулта та тăватă çул çеç вĕреннĕ, сар чирпе чирленине пула малалла пĕлỹ илеймен. Пĕрех пуçа усман, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илнĕ. Вăл тивĕçлĕ канăва кайичченех ялта колхозра ĕçленĕ, малтисен шутĕнче пулнă. Ăна правлени членне те, депутата та суйланă. Мăшăрĕпе Алексей Михайловичпа пилĕк ача пăхса ỹстернĕ. Вĕсем пурте çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ. Шел пулин те, кил хуçи 30 çул ытла каяллах куçне хупнă.

 Зинаида Леонтьевна халь Герольд ывăлĕпе пурăнать. Вăл Чăваш наци радионе итлеме, "Авангард" хаçата вулама кăмăллать.

Н. ЕЛЛИН. Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика