Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Хуçасăр йытăсем пирки

19 марта 2022 г.

«Муркашри «Сывлăх» ФСК хыçĕнчи урамсенче кăкарман йытăсем чупса çуреççĕ. Вĕсем хăйсене питĕ ирĕклĕ туяççĕ. Çынсен кил хушшине те кĕрсе тухаççĕ. Пирĕн вара килте пĕчĕк ачасем пур. Чарма май  çук-ши çак пуçтах йытăсене?» - çапла ыйтрĕ редакцие шăнкăравланă май Муркашра пурăнакан хĕрарăм.

Вырăнти кун пек ыйтусене татса парассишĕн ял тăрăхĕн администрацийĕ яваплă пулса тăрать. Çавăнпа та çырупа Муркаш ял тăрăхĕн администрацине тухрăм.

Хурав нумай кĕттермерĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Мясников редакцие хыпарланă тăрăх, 2022 çулта ял тăрăхĕн территорийĕнчи хуçасăр йытăсене тытма Муркаш ял тăрăхĕн администрацийĕ аукцион ирттересси пирки икĕ хутчен пĕлтернĕ. Заявкăсем пулман пирки аукцион ирттереймен. Ку ĕç малалла пырать.

«Тÿрĕ ыйту – тÿрĕ хурав» телефонĕсем: 62-2-82. 8-927-857-42-06.

В,Шапошников хатĕрленĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика