Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачалăхĕ асран тухмасть

22 марта 2022 г.

Ирхи апат çинĕ хыççăн Кĕçĕн Чемен ялĕнче пурăнакан М.Тимофеева алă ĕç тытрĕ. Сак сарми çыхма пуçланă вăл. Виçĕ метртан кая мар тăрăхла сак çине сарас пулсан тата кăштах çыхсан та аван. Куллен усă курмастăн-ха унпа. Çавах кирлĕ. Мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнă чухне пỹрте шăпах тăрăхла сакка илсе кĕртсе лартнăччĕ. Хуйхă-суйхă халĕ те иртсе пĕтмен-ха. Çулĕ те пурччĕ Иван тетен. Иртмен чир çакланчĕ мар-и? Пĕчченлĕхре вара кунĕ те, çĕрĕ те вăрăм. Юлашки вăхăтра кỹршĕ-арша та питех каçса çỹреместпĕр. Ирĕксĕрех иртнĕ кун-çула куç умне кăларатăн.

Саманан анлă сакки çинче саркаланса ларайман Матрена Андреевна. Ашшĕне пачах та астумасть вăл. Çывăх çынни Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Ашшĕпе пĕр тăван тетĕшĕ те вăрçă хирне выртса юлнă. Виçĕ ачаллă хĕрарăма камăн пулăшмалла? Матрюн аппан аслашшĕ питех те кăра пулнă. Кинĕпе мăнукĕсене ялти пĕр сарайне пурăнма кăларса янă.

- Çие тăхăнмалли çук. Апат-çимĕç пушшех те. Асаттепе асаннешĕн ытлашши çăварсем пултăмăр. Çуркуннепе хирти сăрт çамкине (унта юр маларах ирĕлетчĕ) крахмал пуçтарма каяттăмăр. Урасенчи çăпата кантрисем татăличчен шăн пăра чавса хăшкăлаттăмăр. Аннен пирĕнпе пыма вăхăчĕ çукчĕ. Çунапа вăрмантан вутă тиесе килсе çăнăхпа, çĕрулмипе улăштарма каятчĕ. Хăй те выçă пулнă-çке. Чĕр вутта темиçешер çухрăма мĕнле туртса кайнă-ши? - тет терт-нушине çителĕклех ас тивнĕ М. Тимофеева. - Алăран пăчкă, пилĕк çыххинчен пуртă каймарĕ тесе аса илетчĕ пĕрмаях анне.

Шăпа Матрена Андреевнăна Иван Тимофеевпа пĕрлештернĕ. Мăшăрĕн маларах икĕ ачи пулнă. Пурăна киле вĕсен çемьене пĕрлештерекен тата тепĕр ача çуралнă. Паянхи кун çакăншăн амăшне тав тăваççĕ вĕсем. Виççĕшĕ те Ульяновскинче çемйисемпе пурăнаççĕ. Уявсенче, çуралнă кунĕсенче тăван киле пуçтарăнаççĕ.

- Çурт-йĕрĕ хамăра çитетчĕ-ха. Хĕрсем кĕрỹсемпе, ывăл кинпе тата мăнуксемпе килсен хĕсĕкрех ан пултăр тесе пысăклатрăмăр. Канмалли кунсенче, каникул вăхăтĕнче йыш пурришĕн хĕпĕртетĕп,- тет Матрена Андреевна.

Кун-çулне ĕçпе ирттернĕ ватă. Фермăра та вăй хунă. Уй-хир бригадинче те ĕçленĕ. Ачисене тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтернĕ. Пĕрне те выçă та, çĕтĕк те çỹретмен. Килти кăмакара пĕçерсе кăларнă çăкăра кашнийĕнчех чĕллĕн-чĕллĕн каснă май хăйĕн ачалăхне аса илнĕ. Ытла та йывăрпа ỹснĕ-çке. Тăраничччен çăкăр та çисе курайман. Паянхи пурнăç, паллах, савăнтараать. Мĕн кирли пурте пур. Вутăпа пỹрт хутса мăрьерен тĕтĕм те кăлармалла мар.

- Эрнерен эрнене мунча хутасси çеç. Мăшăрăм вăрмана çỹреме кăмăллатчĕ. Ăста кăмпаçăччĕ. Милĕкне те çителĕклех хатĕрлеме ĕлкĕретчĕ. Кил хушшинче те яланах пулăшатчĕ,- тет Матрюн аппа.

Кỹршисем те килĕшỹллĕ мăшăртан тĕлĕнетчĕç. Пахчара мĕн кирлине пурне те çитĕнтернĕ вĕсем. Хĕл валли помидор-хăярне çителĕклех йỹçĕтнĕ. Петрушка, укроп, салат çулçисене хатĕрленĕ. Хĕлле кукăль пĕçерме панулмие типĕтнĕ. Кавăнтан хатĕрленине ачисем юратса çиеççĕ.

Пахчара чечексем ỹстерме халĕ те ỹркенмест Матрена Андреевна. Хăшне-пĕрне хĕл каçарма тымарĕпех пỹрте илсе кĕрет. Ватлăх куçран пăхни пăшăрхантарать паллах. Çак тунсăха вăл ĕçпе сирме тăрăшать. Стена çумне çапма, сĕтел çине витме, вырăн-таврашне сăн кĕртме хĕреслетсе тĕрленĕ тĕррисем çителĕклех унăн. Мăнукĕсем валли хатĕрленĕ пĕчĕк минтерĕсене вара çыхса тăхăнтартнă. Кресло виткĕçĕсем те тĕрĕллĕ. Тăххăрмĕш теçеткене вакланă пулин те çип тĕсĕсене пĕлсе вырнаçтарать, эрешсене илемлĕн кăларать.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика