Малокармалинский территориальный отдел Ибресинского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр çинчи çăтмаха шыраса

16 марта 2022 г.

Çĕр çинчи çăтмаха шыраса

Хĕвеллĕ кун.

Çуркунне çывхарни, тавралăх хĕл ыйхинчен вăранни сисĕнет. Эпир Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс çывăхĕнчи хĕрарăмсен мăнастирне каятпăр. Ăна 2000 çулсенче Турă чури Владимир пуçарăвĕпе çĕнĕрен çĕклеме пуçланă. Халĕ çакăнта икĕ чиркӳре кĕлĕ тума пулать. Пурăнмалли çуртсем хăпартнă. Апат çимелли уйрăм вырăн пур. Ĕнесене хăтлă витесене хупнă. Пĕвере пулă ĕрчетеççĕ. Пыл хурчĕсем тытаççĕ. Ятарласа уйăрнă çĕр лаптăкĕнче пахча çимĕç ӳстереççĕ. Хирте тыр-пул çитĕнтереççĕ.

Историе аса илес тĕк, çакăнта 1903 çултах мăнастир хăпартма тытăннă. Çынсенчен, çав шутра вăрçăра пуç хунă салтаксен ачисенчен, çапăçу хирĕнчен сусăрланса тав-рăннисенчен, укçа пухма лекнĕ. 1905 çулта Тĕлĕнтермĕшсем тăвакан Николай чиркĕвне хăпартса лартнă. 1919 çулта мăнастире хупнă. Ун чухне унта 40 хĕрарăм пурăннă. Ва-лентина игуменья кĕлĕ туса пурăнмашкăн çĕр лаптăкĕ хăварма ыйтнă. Анчах унăн сă-махне никам та итлемен. Çĕре те, пурлăха та туртса илнĕ. 1921 çулта Ача çурчĕ уçнă... Мăнастире çĕнĕрен çĕклеме пуçланă тĕле çакăнта нимĕн те пулман.

Ирех тăраççĕ

Матăшкăсем кăнтăрлахи апат хатĕрлетчĕç. Мана та хăйсемпе пĕрле сĕтел хушшине чĕнчĕç. Агафон атте кĕлĕ вуланă хыççăн яшка илсе килчĕç. Унтан пĕçернĕ рис, ăшаланă пулă çитерчĕç. Сĕтел апат-çимĕçрен тулли пулнине палăртса хăварас килет. Ĕне сĕтĕнчен хăйма та, тăпăрч та, сыр та тунă. Хăйсем пуçтарнă хурăн çырлипе хура çырлана сахăрпа пăтратса шăнтнă. Тăварланă хăяра юратса çинине асăрхарăм. Икерчĕ те, хуран кукли те пĕçерсе лартнă. Пыл та пур. Апатланнă хыççăн Агафон атте татах кĕлĕ вуларĕ.

Шăпах çак кун Виталия матăшкă 74 çул тултарнă. Ăна пурте пухăнсан саламларĕç, чечек çыххи парне-лерĕç. Хĕрарăмăн сăн-питĕнче кулă вылярĕ.

Агафон атте каласа кăтартнă тăрăх, пĕр вăхăтра çакăнта 12 матăшкă пурăннă, халĕ — 7-ĕн. Чи кĕçĕнни — 60-а çывхарать, чи асли — 81 çулта.

Кунта пурăнакансем 4 сехет иртсенех тăраççĕ. 5 сехет çурăра ирхи кĕлĕ пуçланать. Турă амăшĕн Ивер турăшĕпе хĕреслĕ çӳреве кулленех тухаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, мăнастирте кĕлĕ тăвасси малти вырăнта пулни паллă.

Пысăк шалу илĕртмен

Еввула матăшкă çакăнта 5 çул пурăнать. Пил илсе Тутарстанран килнĕ вăл. Мăнастирте хăтлăх тупнă Захария матăшкăпа пĕрле Хусанти чиркӳре юрланине, çар заводĕнче ĕçленине аса илчĕ хĕрарăм. Вĕсен амăшĕсем те тĕне ĕненнĕ. Хĕрĕсем туслашнăшăн хĕпĕртенĕ.

Еввула матăшкă çемье çавăрман. Унăн çывăх тăванĕсенчен пиччĕшĕ пур.

«Маркетинг пайĕнче ĕçленине кура пĕтĕм тĕнчепе çыхăну тытнă тесен те юрать. Çав вăхăтшăн тунсăхламастăр-и?» — тăсатăп калаçăва. «Тивĕçлĕ кану ӳсĕмне çитсен те, шалу пысăк пулнине кура, чылайăшĕ ĕç пăрахасшăн пулмарĕ. Манăн вара пурнăçăма чиркӳпе кăна çыхăнтарас килетчĕ. Çавăн-пах ĕçрен кайсан çунат хушăннăн туйăнчĕ. «Турă, тинех санпа пĕрле пулăп», — хама чи телейлисен йышне кĕртсе хавхалантăм», — çийĕнчех хурав тупрĕ хĕрарăм. Вăл укçа- тенке мар, чун тасалăхне мала хурать.

«Çамрăк чухне кино, спектакль курма çӳренĕ. Ресторана кĕрсе ларнă. Çакă чунра йĕр хăварнах. Анне ун чухнех Турă çулĕ çине тăма ыйтатчĕ. Хăй вăхăтĕнче çемье çавăрма та ĕмĕтленнĕ. Савакансем те пурччĕ. Çапах Пӳлĕхçĕ çырнинчен иртеймĕн. Ăна пуриншĕн те тав тăватăп. Турă мана алă çинче йăтса утнине туятăп. Çамрăк чухне турăш парнеленĕччĕ мана. Унта сурăх йăтса пыракан Турра сăнланă. Ытти сурăх ун хыççăн пыратчĕ. Халĕ унăн аллинче хама куратăп», — хĕрарăмăн куçĕнче савăнăç куççулĕ йăлтăртатрĕ.

Сăмахпа кӳрентернине те çылăх шутне кĕртрĕ вăл. «Аннене пурăннă чухне ытларах хакламаллаччĕ, юратмаллаччĕ. Çакăншăн ăна çухатсан хама ӳпкелерĕм. Çылăх каçарттарсан тин лăплантăм», — ăнланта-рать Турă йĕркипе пурăнакан хĕрарăм. Çакăнта киличченех кăмака хутмашкăн вĕренес килнĕ унăн. Халĕ ку ĕçе те хăнăхнă. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

«Чăваш хĕрарăмĕ» 7 (1237) № 24.02.2022
24 Нарăс, 2022

Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"

Первоисточник: Издательский дом «Хыпар»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика