Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Чăваш çĕрĕн мухтавлă çыннисем

11 марта 2022 г.

 2022 çул - Чăваш Енре Мухтавлă ентешсен, Раççейре халăхсен культура эткерлĕхĕн çулталăкĕ. Çакна халалласа Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 6 класра вĕренекенсемпе "Чăваш Енĕн паллă çыннисем" калаçу сехечĕ ирттертĕмĕр. Малтанах чăвашран тухнă çынсемпе тĕплĕн паллашрăмăр. Ачасене И.Я.Яковлев (чăваш халăхне çутта кăларакан, чăваш çырулăхне тăвакан), А.Г.Николаев (виççĕмĕш летчик-космонавт, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ), К.В.Иванов (чăваш литературин классикĕ, вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕ), Н.И.Ашмарин (паллă тюрколог, чăваш чĕлхин 17 томлă словарьне кăларакан), Çеçпĕл Мишши ( çулăмлă поэт, хальхи çĕнĕ чăваш поэзийĕн никĕсне хывакан), И.С.Максимов-Кошкинский (чăваш профессиллĕ театр тата кино никĕслекен), Н.Я.Бичурин (хĕвелтухăçĕнчи халăхсен историне, чĕлхине, йăли-йĕркине тĕпчекен ученăй), П. Е. Егоров (паллă архитектор, график, ỹнерçĕ, Питĕр хулинчи "Çуллахи сад" хапхин авторĕ), Г.Н.Волков (Елчĕк районĕнче çуралса ỹснĕ паллă ăсчах, Раççейри этнопедагогика ăслăлăхне никĕслекен) тата А.В.Игнатьев (чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕ, Олимп призерĕ) çинчен пĕлме кăсăклă пулчĕ.

 Вĕренекенсем паллă ентешсен кун-çулĕпе, вĕсен пултарулăхĕпе хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине тулли хуравсем илчĕç. Юлашкинчен мухтавлă çынсем çинчен мĕн пĕлнине çирĕплетсе викторина ыйтăвĕсене хуравларĕç, кроссворд тупрĕç.

Калаçу сехечĕ ачасемшĕн усăллă иртрĕ.

В.ФЕДОРОВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика