Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп çемье - çĕршыв тĕрекĕ

11 марта 2022 г.

Шăнкăртамра "Ăрусене çыхăнтаракан уяв" VIII çемье фестивалĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕ, Чăваш Республикин Общество палати, Чăваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийĕ тата Патăрьел район администрацийĕ йĕркеленĕ.

 Уява район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфратытăм пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов, республикăри мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, республикăри Общество палатин тата районти Общество канашĕн членĕ Мансур хазрат Хайбуллов, Чăваш Республикин юстици енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертỹçин çумĕ Алексей Вязов, Чăваш Республикинчи культура, наци тата архив ĕçĕсен министерствин тĕн пĕрлешĕвĕсене çыхăнтаракан сектор заведующийĕ Вадим Екунин, районти Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Алена Горшкова, Пĕтĕм тĕнчери "Тутар çемйи" общество фончĕн директорĕ Милауша Гайфуллина, Тутарстанри "Хĕрарăмсен пуçарулăхĕсем" регионти куçăмĕ Татьяна Ларионова, культура центрĕн председателĕн çумĕ Фарида Хузина тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç.

 Фестивале йăлана кĕнĕ тăрăх Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски районĕсенче 55,60,65 тата 70 çул пĕрле пурăнакан тата кăçал çемье çавăрнă мăшăрсене чĕннĕ.

 – Ĕненỹпе пурăнакан тата йăла-йĕркене упракан çемье яланах обществăн çирĕп никĕсĕ шутланнă. Çемье - кашни çыннăн пурнăçĕнчи тĕп телей, унта хуйха та, савăнăçа та пĕрле пайлаççĕ, пĕр-пĕрне ăнланаççĕ, пулăшаççĕ. Çамрăк мăшăрсен камсенчен тĕслĕх илмелли пур... - терĕ Равиль Ямалетдинов.

 Мероприятие ытти хутшăнакансем те çемье хаклăхне упрамалли, пĕр-пĕрне хисеплемелли тата ачасене тивĕçлĕ воспитани парса чун-чĕререн пуян çынсем туса ỹстермелли пирки каларĕç.

Савăнăçлă лару-тăрура "Булат" пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорне, Шăнкăртам ял тăрăхĕн Общество канашĕн членне Ринат Абдулвалеева "Шăнкăртам ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ" сумлă ята пачĕç.

 Çавăн пекех нумай ачаллă амăшĕсене, çемьесене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тăлăх арăмĕсене те чысларĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика