Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 100 çулхи юбилейре тулли пулчĕ кĕреке

04 марта 2022 г.

Сителте пурăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Василий Ляков (ỹкĕрчĕкре варринче ларать) февралĕн 28-мĕшĕнче 100 çулхи юбилейне паллă турĕ. Пĕр ĕмĕр тултарнă ятпа ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов тата тăванĕсемпе çывăх çыннисем саламларĕç.

Вăрçă тата ĕç ветеранне Василий Федоровича Чăваш Республикин Мухтавлă ентешсен çулталăкĕнче тата район 95 çулне паллă тунă çул юбилейпе ыр суннă май Виктор Львов вăрçăри паттăрлăхĕшĕн, района аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн тав туса Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн салам çырăвĕсене, сумлă парне пачĕ.

В. Ляков нумай ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех Сителте пурăннă. 1942 çулхи майăн 5-мĕшĕнче, ун чухне вăл 20 тултарнă, Первомайски районĕн çар комиссариачĕ чĕннипе фронта тухса кайнă. Пĕрремĕш Белорусси фрончĕн 918-мĕш артиллери полкĕнче службăра тăнă. Белоруссинчи, Украинăри, Польшăри çапăçусене, Берлина илнĕ çĕре хутшăннă. Тăван тăрăха вăл сержант званипе 1946 çулта таврăннă.

Сител каччи вăрçăри паттăрлăхшăн виçĕ хутчен "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медале, Жуковăн, "Белоруссие ирĕке кăларнăшăн" тата ытти медальсене тивĕçнĕ.

Василий Федоровича ялта та, ытти çĕрте те ăста платник пулнипе питĕ лайăх пĕлеççĕ. Унăн алли чăннипех те ылтăн.

1948 çулта вăл хăйĕн кỹршĕ хĕрне мăшăр пулма суйланă. Пилĕк ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел пулин те, Анна Григорьевна 20 çул каялла куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.

 Хальхи вăхăтра Василий Федорович Александр ывăлĕн çемйипе пурăнать. Юбиляр 8 мăнукĕпе тата тăватă кĕçĕн мăнукĕпе савăнать.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика