Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Тăрăшулăхĕ те çитĕнĕвĕсем те пур

04 марта 2022 г.

Шăмăршă районĕнчи Васан ялĕнче çуралса ỹснĕ Татьяна Николаева 9-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн Канашри педагогика колледжĕнчи кĕçĕн классене вĕрентекен пулма хатĕрлекен уйрăма ăс пухма кĕрет. 2011 çулта аллине диплом илет, çамрăк Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ĕçлеме пуçлать. Кунта вăл ача садĕнчен килекен ачасене пĕлỹ тĕнчине илсе кĕрет. Çав вăхăтрах хăй те И. Я. Яковлев ячĕлле педуниверситетра малалла куçăмсăр майпа ăс пухать.

Учитель ĕçне Т. Николаева шкулта вĕреннĕ вăхăтрах килĕштернĕ. "Кĕçĕн классен вĕрентекенĕ пулма хамăн пĕрремĕш учительница Галина Михайловна Тюнтерева çул уçса пачĕ тесен те йăнăш мар. Вăл ăс пани, калаçни, тыткалани, ачасемпе хутшăнни питĕ килĕшетчĕ. Ăна кура эпĕ те хамăн пурнăçа пĕлỹ çурчĕпе çыхăнтарма шут тытрăм", - тет Татьяна Викторовна хăйĕн ĕмĕчĕ пурнăçланнишĕн хĕпĕртесе.

Паян вĕрентекен виççĕмĕш кăларăм хатĕрлет. Хăйĕн ĕçĕнче тĕрлĕ методикăпа усă курать. Ачасен пĕлĕвне ỹстермелли мелсем шырасах тăрать. Хăй те тавракурăмне анлăлатма тăрăшать, тĕрлĕ шайри конкурс çĕнтерỹçи, "Классный классный", пуçламăш классене вĕрентекенсен призерĕ. Вĕренекенĕсем те çулленех район, республика шайĕнче палăраççĕ.

Татьяна Николаевна Патăрьел каччипе Владимир Александрович Николаевпа пĕр çемье чăмăртаса икĕ хĕр ỹстереççĕ.

Хастар та пултаруллă вĕрентекен 2021 çулхи пĕтĕмлетỹпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçрĕ. Çакă çамрăк вĕрентекене малалла тата тăрăшарах вăй хума хавхалантарать.

Н. НИКИТИНА, Патăрьелĕнчи 2-мĕш шкул вĕрентекенĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика