Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ФИЗКУЛЬТУРА УЧИТЕЛĔ

18 февраля 2022 г.

ФИЗКУЛЬТУРА УЧИТЕЛĔ

Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта физкультура урокĕсене ертсе пыракан Александр Адюкова ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те хисеплеççĕ.

Хăй суйласа илнĕ ĕçре 30 çул ытла чунне парса вăй хуракан çак çыннăн вĕренекенĕсем те чылайăшĕ вĕрентекенĕ пекех хăйсен пурнăçĕсене физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе параççĕ. Çакăн пирки вăл кашни хутĕнче мăнаçланса аса илет.

Александр Алексеевич тăрăшнипе Патреккел шкулĕнче хальхи вăхăтра уйрăмах хоккейла вылясси çÿллĕ шайра аталанать. Юлашки çулсенче вĕсем районти «Ылтăн шайба» хоккей ăмăртăвĕсенче тăтăш малти вырăнсене йышăнаççĕ. Сочире хоккей выляс енĕпе Чăваш Республикин чысне хÿтĕлеме те тÿр килнĕ вĕсен. Районăн пĕрлештернĕ команди, физкультура учителĕ ертсе пынипе, Чĕмпĕр облаçĕнче, Пушкăрт Республикинчи Салаватра хăйĕн ăсталăхне кăтартнă. 2020 çулта Салаватра иртнĕ хоккей тупăшăвĕнче 16 команда хушшинче 1-мĕш вырăна тухма пултарнă.

Сăн ÿкерчĕкре: Александр Адюков.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика